«Эпир пĕрле» курав
Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Эпир пĕрле» ятпа курав уçăлчĕ. Ăна кăçалхи çавра çулсене – Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине, çавăн пекех Аслă Çĕнтерӳ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. Курава тĕп хулари ача-пăча пултарулăх çурчĕсенче тăрăшакан çамрăк ăстасен 1000 ĕçне «пĕр ытама» пухнă.