Пĕчĕк академин пысăк ĕçĕсем

В Чувашии планируют построить новое архивохранилище для Государственного архива современной истории республикиÇĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхтăлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн йыхравĕпе «Патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕ» проекта пурнăçа кĕртнĕ май социаллă проектсен хÿтĕлевне видео-çыхăну майĕпе хутшăннă.

Регион ертÿçи патшалăх тата муниципалитет тытăмĕсем валли управленецсен командине йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлет. Олег Николаев пуçарăвĕпе 2020 çулта йĕркеленĕ «Управлени команди» тата «Çамрăк лидерсен команди» конкурссене пурнăçа кĕртме Раççей Халăх хуçалăх тата патшалăх службин академийĕ пулăшнă. Пĕрлехи вăйпа пултаруллă çамрăксене вĕсене патшалăх тата муниципалитет управленийĕ енĕпе професси тĕлĕшĕнчен малалла аталантарас, практика опычĕпе пуянлатас ĕçре тата ытларах пурнăçламалли майсем пур.

Чăваш Енре патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕ 2007 çултанпа ĕçлет. Проекта РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ йĕркелесе янă тата хастар пулăшса пырать. Пĕчĕк академирен вĕренсе тухакан икĕ çынна çулленех Атăлçи округĕн кадрсен саппасне шута илеççĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕ республикăри ултă вузăн — Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Шупашкарти коопераци институчĕн, Мускаври авто-çул институчĕн Атăлçи филиалĕн, Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн — студенчĕсене пĕрлештерсе тăрать тата аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшать.

Пĕчĕк академирен вĕренсе тухакан 20 çамрăк кăçал çакăн пек проектсене — «Телей пайăрки», «Тĕнчене — хăрамасăр», «Шупашкар тăрăх «Каçхи хурал» квест», «Ачасене харпăр хăй енчен аталанма пулăшакан «Чĕрĕп» центр», «Усă курнă тумсен лавкки», «Чи лайăх футболка» социаллă тата предпринимательство енлĕ ĕçсене — пурнăçа кĕртнĕ.

Олег Алексееич шăпах авторсем çак проектсене хÿтĕлес умĕн видео-конференц-çыхăну майĕпе сăмах илнĕ те. Вăл çак шухăша палăртнă: «Кашни проект хисепе тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çынсене усă кÿреççĕ, çĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсемпе пĕр килеççĕ», — тенĕ вăл. Олег Алексеевич çавăн пекех аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсене Чăваш Енри патшалăх управленийĕн пĕчĕк акдемийĕнче вĕренекен студентсем валли вĕрентÿ тытăмне çĕнĕ майсем тухăçлăн кĕртсе пынăшăн тав тунă. «Пире сирĕнпе пĕр тĕллев — республикăпа унта пурăнакан кашни çыннăн ырлăхĕшĕн ĕçлесси — çыхăнтарса тăрать», — тенĕ регион ертÿçи.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. 

 



19 июня 2020
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter