Юлашки ҫула ӑсатма Правительство комиссийӗ йӗркеленӗ

По поручению врио Главы Чувашии Олега Николаева создана Правительственная комиссия по организации похорон Михаила ИгнатьеваЧӑваш Ен Республикин Пуҫлăхĕ пулнӑ Михаил Игнатьева юлашки ҫула ӑсатма Правительство комиссийӗ йӗркеленӗ. Ҫак йышӑнӑва республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе тунӑ.

Аса илтерер: Михаил Васильевич, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнă. Вӑл Питӗрти пульницӑра сипленни паллӑ.

Михаил Игнатьев вилнине Олег Николаев хурлӑхлӑ хыпар тесе каланӑ. Вӑл тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе чунтан хурланнине пӗлтернӗ. «Ҫывӑх ҫын вилни чуна яланах ыраттарать тата кӗтменлӗх», — тенӗ вӑл.

Чӑн та, ҫывӑх ҫын кирек миҫере пурнӑҫран уйрӑлсан та калама ҫук хуйхӑ. Вӑйпитти вилнине йышӑнма пушшех те йывӑр. Михаил Игнатьев 58 ҫулта пулнӑ.

Тӗплӗнрех



19 июня 2020
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter