Ҫĕрпӳре Олег Николаев вăраха тăсăлса пурнăҫланакан объектсене ҫитсе килнĕ

Олег Николаев осмотрел проблемные очистные сооружения в Цивильске

Ҫӗрпӳри биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене 2014 ҫулта туса пĕтерме плана кĕртнĕ, анчах та ҫак объект халĕ те ҫаплипех тулли хӑватпа ĕҫлеймест.  Проектпа пӑхнӑ тӑрӑх унӑн шыва талӑкне 4200 кубла метр чухлĕ калăпăшпа  тасатмалла.

Вăраха тăсăлса кайнă строительство объектĕнче ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  пулса курнӑ.  Унта вăл вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ,  объекта хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.

«Шыва тасатакан сооружени Ҫĕрпӳре пурăнакансемшĕн питĕ пӗлтерӗшлӗ. Нумай ҫул хушши ĕнтĕ вырăнти халăх ҫак темăна тăтăшах хускатать.  Ун валли бюджетран сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрнă,  ҫав-ҫавах кирлӗ пек туса ҫите­реймен», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Олег Николаев.     

2012-2014 ҫулсенче Ҫĕрпӳ районне асӑннӑ объекта тума пурĕ 104,2 млн тенкӗ уйăрнă.  Ун чухне генеральнăй подрядчик «Чăвашавтодор» АУО пулнă.  Вăл ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитереймен, предприяти панкрута тухнă. 

Чăваш Енĕн Строительство министерствин «БОС» ГУП директорĕ  Юрий Алексеев каланă тăрăх, аукцион кирлĕ пек иртеймен, заявка паракансем пачах та пулман.  Пĕрремĕш тапхăрта ĕҫсене  туллин пурнăҫламаннине кура ытти подрядчиксем иккĕмĕш тапхăрти ӗҫсене тытăнма шикленнĕ имĕш.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев журналистсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра объектăн пĕрремĕш черетне тепĕр хут реконструкцилемеллине асӑннӑ.   

«Ҫитес вăхăтра икĕ тĕп ҫул-йĕр палăртатпăр.  Пĕрремĕшĕ – хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологисене тĕпе хурса объекта туса пӗтересси.  Иккĕмĕшĕ – тасатакан ҫӗнӗ сооруженисем тӑвасси.   Ман шутпа, палăртнă пĕрремĕш ҫул-йӗр тата та пĕлтерĕшлĕрех. Экологипе ҫыхăннă ыйтăва та пирӗн тĕпрен татса памалла. Сооруженисене малалла та хута ямалла», - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 

Фоторепортаж



02 июня 2020
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter