Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Медицина ĕçченĕн кунĕпе саламлани

Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕн кунĕпе – саламлатăп!

Эсир хăвăра пархатарлă та яваплă ĕçпе çыхăнтарнă, вăл професси енчен тарăн пĕлÿллĕ пулнине кăна мар, чун пахалăхĕсемпе пуян тата чуна парса ĕçлеме ыйтать.

Эсир хăвăрăн кулленхи ĕçĕрпе Чăваш Ен халăхĕн — пирĕн регионăн тĕп пуянлăхĕн — пурнăçĕпе сывлăхне сыхлассине калама çук пысăк тÿпе хыватăр.

Паянхи çăмăл мар условисенче республикăри медицинăн пур организацийĕ çине хушма тиев, пысăк яваплăх йăтăнса анчĕ.

Суйласа илнĕ ĕçĕре парăнса пурнăçланăшăн, халăха пулăшма тăрăшнăшăн, ырă кăмăлăршăн, чăтăмлăхăршăн тата çирĕплĕхĕршĕн тав тăватăп. Паян малти линирисене — коронавируспа кĕрешекенсене — уйрăммăн пуç таятăп.

Сирĕн чун ăшши малашне те çынсене вĕсен инкекĕсене çĕнтерсе пыма, ыранхи куншăн шанăç кÿме пулăштăр. Пуçăннă пур ĕçĕрте те ăнăçу юнашар çÿретĕр! Сире тата çывăх çыннăрсене телейпе ырлăх сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                          Олег Николаев



20 июня 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter