Сасăлав хăрушсăрлăхĕшĕн

Раççейре çĕршывăн Тĕп саккунне — РФ Конституцине — кĕртнĕ улшăнусене ырлассипе çыхăннă ыйтусем тăрăх сасăлава хутшăнасси пирки заявленисем йышăнма пуçланă. Çапла туни çынсене хăй пурăнакан вырăн тулашĕнчен кирек ăçтан та сасăлама май парать.

Енчен те сасăлава хутшăнакан çын çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хăй регистрациленнĕ вырăнтан сасăлама пултараймасть пулсан, ун пек чухне вăл çав самантра ăçта пулнине палăртса заявлени çырса памалла. «Мобильный избиратель» механизм гражданина хăй пурăнакан вырăн тулашĕнчен сасăлама ирĕк парать. Ыйтса çырнине çакăн пек йĕркепе вырнаçтарма пулать:
– 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 21-мĕшĕнче 14 сехетчен ЕПГУ /Патшалăх пулăшăвĕ/ урлă электрон майпа;
–  çÿлерех палăртнă кунсенче кирек хăш МФЦра та;
– çÿлерех палăртнă кунсенче территорири кирек хăш суйлав комиссийĕнче те.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 21-мĕшĕнче 14 сехетчен ыйтса çырнине участокри комиссие çитермелле. Суйласа илнĕ участоксенче çĕртмен 25-30-мĕшĕсенче е сасăлав кунĕнче сасăлама юрать.

Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, граждансен çавăн пекех сасăлав ирттерекен пÿлĕм тулашĕнчен те сасăламалли йĕркене суйласа илме май пур. Ун пирки çĕртмен 21-мĕшĕнче 14 сехетчен /Мускав вăхăчĕпе/ пĕлтермелле. Граждансем унашкал ыйтупа хăйсен участок комиссийĕсене çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче 17 сехетчен те тухма пултараççĕ.

www.hypar.ru

 



22 июня 2020
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter