Олег Николаев Чӑваш патшалӑх университетĕнчен вĕренсе тухнă чи лайӑх 100 яш-кĕрĕме чысланă

Олег Николаев принял участие в чествовании 100 лучших выпускников Чувашского госуниверситетаҪĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чи лайăх вĕренекенсемпе видео-ҫыхăну мелĕпе савăнăҫлă мероприяти ирттернĕ.

Чи лайăх вĕренекен 100 ачапа, пысăк ҫитĕнӳсемпе спортра, культурăра тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсенче палăрнисемпе уҫă калаҫура пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе паллашнă.

Вĕренӳре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Сăмаха май, паянхи пурнăҫ таппинче ҫитĕнекен ăрăва патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫнине хыпарланă Олег Николаев.

«Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин аслă вĕрентекенĕмĕрсен юхăмне вăй илтерсе пымаллине час-часах асăнать.  Сирĕн пуласлăх патне туртăнас текен туйăм, пуҫаруллăх, пурнăҫа ырă енне куҫарас текен шухăш-кăмăлăр пысăк пулни ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Сире пурăнма хăтлă та лайăх пурнăҫ пултăр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр.  Ентешĕмĕрсем, сире министерствăсенче, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ĕҫлеме сĕнетпĕр.  Тĕрлĕ сферăра тăрăшса, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳме йыхравлатпăр. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырас ĕҫе хастар хутшăнасса шанатпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ҫамрăк яш-кĕрĕме ҫакăн пекех  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров  саламланă, пурнăҫ ҫулне тĕрĕс суйласа илме сĕннĕ.   



22 июня 2020
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter