Олег Николаев Чӑваш кадет корпусӗ ҫумӗнчи хоккей вӑййин регионти ҫӗнӗ центрне ҫитсе килнĕ

Олег Николаев посетил региональный центр по хоккею

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мӗшӗнче Олег Николаев Чӑваш кадет корпусӗ ҫумӗнчи хоккей вӑййин регионти ҫӗнӗ центрне ҫитсе килнĕ.

Кунта республикӑри хоккей шкулӗн ача-пӑча тата ҫамрӑк хоккей командисем, следж-хоккей команди "Атăл", республикӑри ахаль командăсем те хатĕрленме пултарĕҫ. Ҫӗнӗ площадкӑна пула сусăр ҫынсем валли те хоккей вӑййин ăсталăхне туптама условисем пулĕҫ.

Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ хоккей центрӗнче тренировка сборӗсем, республикӑри пул­таруллӑ хоккеистсем валли ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Спорт сооруженийӗ трени­ровкӑран пушӑ вӑхӑтра конькипе ярӑнма юрӑхлӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче хоккей класӗсем уҫма палӑртнӑ.

"Хоккей центрне уҫни Чӑваш Ен спортне аталантарма пысӑк витĕм кӳрет. Чи малтанах ку хоккей аталанӑвӗн компетенцисен центрӗ. Чӑваш тренерӗсем Чӑваш Енре те, Раҫҫей шайӗнче те паллӑ спортсменсем ҫитӗнтереҫҫӗ", – палӑртнă Олег Николаев.

Хоккей вӑййин регион центрӗн лаптӑкӗ 4 пин тӑваткал метртан ытла. Унта куракансем валли тӑррине витнӗ арена, трибуна, вӗренӳ класӗсем, тренажер залӗ тата администраци пӳлӗмӗсем вырнаҫнӑ.

Раҫҫей спорт Министрӗ Олег Матыцин видео-конференц-ҫыхӑну форматӗнче салам сӑмахĕсем каланă. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери Олимп кунӗнче хоккей центрне уҫни питĕ пӗлтерӗшлӗ тенĕ.

"Чӑваш халӑхне тепӗр ҫӗнтерӳпе саламлатӑп – строительство вӗҫленнӗ ятпа. Чӑваш Ен спорта мӗнле аталантармаллине кӑтартса паракан паха тĕслĕх. Республикӑра спортпа кӑсӑкланакансен вӑтам кӑтартӑвӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран та пысӑкрах", – палӑртнă федераци министрӗ, региона аталану, унта пурӑнакансене сывлӑх суннă май.

Прессӑпа тӗл пулнӑ чухне Олег Николаев  Чӑваш Ен тӗп хулин "Ҫӗнӗ хула" микрорайонӗнче ҫакнашкал тепӗр хоккей центрне тӑвасси пирки пӗлтернĕ. Халӗ унӑн проект ĕҫӗсене хатĕрлеҫҫĕ, ҫавӑнпа та кӗҫех республикӑри хоккей инфра-тытӑмӗ тата тепӗр спорт объекчӗпе пуянланать.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш кадет корпусӗ ҫумӗнчи регионти хоккей вӑййин центрӗ – "Демографи" наци проекчӗн йышне кӗрекен "Спорт – пурнӑҫ норми" проект шайӗнче республика территорийӗнче туса лартнӑ чи пысӑк спорт объекчӗ.

 

Фоторепортаж



23 июня 2020
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter