Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ачасемпе ҫамрăксен пултарулăхне аталантарма витĕм кӳрекен «Эткер» центрта пулнă

Олег Николаев принял участие в первом заседании попечительского совета образовательного центра «Эткер»

Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ачасемпе ҫамрăксен пултарулăхне аталантарма пулӑшакан «Эткер» центрта пулнă.

Палăртса хăваратпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерстви конкурс ирттернĕ, унта мала тухнă хыҫҫăн ҫак центр ĕҫне пуҫарса янă. 

«Эткер» центра малтанласа Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви ҫумĕнчи МЦК-ЧЭМКра йĕркеленĕ. Палăртнă ҫуртра ачасемпе вĕренекенсем валли ăсталăха аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ. Харăсах унта пĕтĕмпе 5-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ҫамрăксем ăсталăх тĕнчине пуянлатса пыма пултараҫҫĕ. Палăртмалла, республикăри мĕнпур хулапа районти яш-кĕрĕм ҫав центра вĕренме килме пултарать.  Планпа палăртнă тăрăх, кунта ачасене вĕрентсе пынисĕр пуҫне, вӗсене пурăнма кирлӗ условисем те йĕркелесе пама тĕллев лартнă.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне общежитире пĕтĕмпе 212 вырăн хатĕрлесшĕн.

«Эткер» центр директорĕ Ольга Тарасенко Олег Николаева тата пуҫтарăннă хăнасене вĕрентӳ ĕҫӗнчи ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, ачасем валли хатӗрленӗ вĕрентӳ пӳлĕмĕсем паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ тенĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, пысăк технологи витĕмлĕхĕ вăй илни куҫкĕретех. 

«Эткер» центрта ачасене кĕске вăхăтра ятарлă программăсемпе вĕрентессине плана кĕртнĕ. Проектсене пурнăҫа кĕртме, хӑйсен пуҫаруллă ĕҫӗсемпе наукăра, ӳнер тĕнчинче, спортра палăрма вĕрентеҫҫĕ аслисем кунта ӑс пухакансене. Сăмах май, ҫирĕп конкурс витĕр тухсан кӑна ачасем ҫак учрежденире юлма пултараяҫҫĕ.  

«Эткер» вĕренӳ центрĕн попечительсен канашĕн ларăвĕнче Олег Николаев ҫитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла тенĕ. Уйрăмах аякра вырнаҫнă ялсенче тепре чухне ҫамрăксем ҫав тери ăста пулаҫҫĕ, ыттисене паха тĕслĕх кăтартса пыраҫҫĕ. Кун пек центр шăпах та, яш-кĕрĕмӗн тавра курăмлăхне пуянлатса пыма витĕм кӳрет тенĕ вăл.  Чăвашсен йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине ăша хывса пыма вĕренсе пыраҫҫĕ ачасем.  Ҫак ĕҫсене професси шайĕнче йĕркелесе пыма программăсем те пăхса хăварнă. Кулленех ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе пырассишĕн тăрӑшаҫҫĕ кунти вĕрентекенсем.  

«Ку вара чăн-чăн ăс-тăн пуянлăхĕн центрĕ.  Кунта аслă шкулсем, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденисем, предприятисемпе организацисем пĕр-пĕринпе килĕшсе, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыма тăрăшĕҫ.  Апла пулсан, тепĕр 5-6 ҫултан эпир мĕнле специалистсем ытларах кирлине те пĕлсех тăрăпăр», - тенĕ Олег Николаев

 Фоторепортаж



23 июня 2020
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter