Чӑваш юманӗ ҫӗршывӑн тӗп йывӑҫӗ ята ҫĕнсе илме хутшăнать

Чувашский дуб претендует на звание главного дерева страныҪĕртме уйăхĕ 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗпе Сергей Пальчиковпа тӗл пулнă.

Кӑҫал "Раҫҫей йывӑҫҫи" конкурса Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче ӳсекен 369 ҫул ешерекен чӑваш юманӗ хутшӑнать.

"Пирӗн ҫутҫанталӑк пирӗншӗн пысӑк пахалӑх, эпир ӑна упраса хӑварасси ҫине пысӑк тимлӗх уйăратпăр. Конкурса хутшӑнакан юман вӑл – пирӗн мӑнаҫлӑх. Ун патне халӑх нумай ҫӳрет. Ытларах, паллах,  Чӑваш Енре пурӑнакансем. Анчах та пирӗн йывӑҫ мӗн иккенне нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ. Ку ҫитменлĕх, хамӑр енчен, эпир тӳрлетӗпӗр, ҫав шутра сирӗн конкурса хутшӑннипе те", – палӑртнă калаҫу вăхăтĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев. 

Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен вуникӗ йывӑҫ хутшӑнать. Сергей Пальчиков кӑҫал Федераци Канашӗнче йӗркеленӗ "Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем" программӑна 10 ҫул тултарни ҫинчен каласа панă.

"Пирӗн ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнчен те заявкӑсем килеҫҫӗ. Эпир Раҫҫейри вăрăм ĕмĕрлĕ йывӑҫсен наци реестрне йӗркелетпӗр, унта сирӗн республикӑра ӳсекен йывăҫсем те тивĕҫлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ", –  тенĕ вăл.

Аса илтеретпӗр, 2020 ҫулхи ҫӗршывӑн тӗп йывӑҫӗшӗн сасӑлама "Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем" наци программин сайтӗнче майӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен юрать. Пирӗн аслӑ ҫулти вӑрман улӑпне республика пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗ шутланать. Ку Чӑваш енре чи пысӑк юман, унӑн ҫӳллӗшӗ – 24 метр, диаметрӗ вара 1,3 м – 1,82 м. 2012 ҫулта вӑл Раҫҫейри ватӑ йывӑҫсен реестрне кӗнӗ.



23 июня 2020
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter