Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Генеральнӑй канашĕн секретарӗпе Андрей Турчакпа тӗл пулнӑ

Олег Николаев встретился с  секретарем Генерального совета Партии «Единая Россия» Андреем Турчаком

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Генеральнӑй канашĕн секретарӗпе Андрей Турчакпа тӗл пулнӑ.

"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Генсовечӗн секретарӗ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев ертсе пынипе регион аталанӑвӗнче нумай ӗҫ тума пултарасса шаннине палӑртнă. "Плансем пысăк. Эсир ертсе пынипе вӗсене пурнӑҫлассине анчах мар, Эсир тата та ытларах ĕҫсем тăвассине шанатпăр", - тенĕ Андрей Турчак. Вӑл "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин темиҫе проекчӗ ӗҫре пулнине палӑртнӑ. Сӑмахран, ялти культура ҫурчӗсене юсассипе ҫыхӑннӑ проект. Унсӑр пуҫне "Ҫӗнӗ шкул" партпроект тӑрӑх ҫӗнӗ вӗренӳ учрежденийӗсем тӑваҫҫӗ -  шкулсемпе ача сачӗсенче хушма вырӑнсем йӗркеленеҫҫӗ. Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли программа та пурнӑҫланать.

"Пирĕн пĕрле килĕшсе ĕҫлени паха. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ҫак ӗҫе сирĕнпе пĕрле пурнăҫлама хатӗр. Ӗҫтешсен пуҫарӑвӗсене пулӑшнӑшӑн сире тав тӑвас килет", - хушса каланă Андрей Турчак секретарь.

Олег Николаев, хӑй енчен, Чӑваш Енре пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр пулнине палӑртнă.



23 июня 2020
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter