Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енре пурӑнакансене Чӑваш Республики 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă

Хаклӑ туссем!

Сире юбилей ячӗпе – Чӑваш Республики 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатӑп.

Иртнӗ вӑхӑтра Республика пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ҫул утса иртрӗ. Эсир ентешӗрсен нумай ӑрӑвӗн ӗҫ паттӑрлӑхӗпе, хӑвӑрӑн историпе культура туприне, пирӗн нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑн пуянлӑхне, упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнипе мухтанма пултаратӑр.

Эсир Республика умӗнче тӑракан  тĕллевсене тухӑҫлӑ татса пама, тӑван тавралăха аталантарма хӑвӑр пултаруллӑ ӗҫӗрпе пулӑшатӑр, ҫакӑ  пире пурсăмăра та савӑнтарать. Паян Чӑваш Енре промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗнче, сывлӑх сыхлавӗ тата вӗренӳ, спорт, туризм енӗпе паха пуҫарусем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫак анлӑ программӑсем пурте ҫынсене ырӑлӑх кӳреҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстереҫҫӗ.

Сире пӗтӗм чун-чӗререн мӗнпур ыррине сунатӑп.

 

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ                                                       Владимир Путин



24 июня 2020
11:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter