Олег Николаев Канаш районӗнчи "Росагролизинг" проекчĕсене хакланă, ҫӗнӗ производство уҫнă ҫĕре хутшăннă

Олег Николаев открыл новое производство и оценил проекты «Росагролизинга» в Канашском районе

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă. Кунта вӑл  Канаш хулинче индустри паркĕнчи ҫĕнĕ объекта ҫутҫанталăк газне илсе ҫитернĕ ятпа йĕркеленĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă. Газ кĕртессипе «Газпром Шупашкар газ валеҫӳ» АО организаци ĕҫленĕ, кĕске вăхăт хушшинче, виҫĕ уйăхра, палăртнă тĕллеве пурнăҫа кĕртнĕ. Организацин генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе ҫав объект валли пурĕ 9 ҫухрăм газ пăрăхĕсене хывнине хыпарланă.   

Палăртнă кун индустри паркĕнче тепĕр савăнăҫлă пулăм пулса иртнĕ.  «Аркто» ТМЯО таварсене шăнтма май паракан ятарлă холодильниксем калăпласа кăларма тытăннă.  Завода пĕтĕмпех хальхи технологи витĕмлĕхне тĕпе хурса тунӑ.  Кунта пысăк технологи вăй илсе пыни те куҫкĕретех.  Паянхи куна илес пулсан, предприятире вун икĕ тĕрлĕ шкаф тирпейлесе кăлараҫҫĕ.  Хула ăнăҫлă аталанса пыракан муниципалитет пулнă май, унăн статусĕ те ҫӳллĕ шайра, социаллă пурнăҫпа экономика лару-тăрăвĕ те ăнăҫлă вăй илсе пырать.  Канашра инвестици проекчӗсем йӗркеллӗн пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Инвесторсем валли ҫăмăллăх условийĕсем те чылай. Кун пирки вĕсем пĕрре ҫеҫ мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ. Пурлăхран тата ҫĕршĕн илекен налук  енĕпе ырă ул­шăнусем пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.

«Ҫăмăллăх условийĕсем пулни ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем уҫма хавхалантараҫҫĕ.  Ҫынсем валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ.  Бюджета та чылай укҫа пуҫтарăнать. Палăртма кăмăллă, ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн пулса пыраҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

«Росагролизинг»  АО пулăшӑвне пула Канашри элеватора тĕпрен реконструкцилесси те паллă.  Ӳлĕмрен унта та пысăк технологи витĕмлĕхĕ палӑрасси куҫкĕретех.  Таварсен пахалăх шайĕ те ӳссе пырӗ.  Проектсене тĕплӗн пурнăҫа кĕртессишĕн туллин ĕҫлесе пырăпăр, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан журналистсемпе тӗл пулнӑ вăхăтра.

«Росагролизинг»  АО витĕм кӳнипе Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирма» ТМЯО хăйĕн хуҫалăхĕнчи ял хуҫалăх техникине тĕпрен ҫĕнетнине те палӑртма кӑмӑллӑ.   

Кунти ҫĕнĕ техникăпа паллаштарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ мероприятие «Росагролизинг»  АО генеральнăй директорĕ Павел Косов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Канаш районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов хутшăннă.  

Олег Николаев  «Росагролизинг»  АО генеральнăй директорне Чăваш Енпе тачă ҫыхăнса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  



24 июня 2020
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter