Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзне епле аталантарса пырасси пирки каласа кăтартнă ҫĕнĕ ертӳҫĕ

 

Олег Николаев отметил деятельное участие Союза женщин Чувашии в жизни республики

Республика кунӗнче регионти  хӗрарӑм-лидерӗсен йышне ҫӗнетнĕ.  Ҫĕртме уйăхĕн 24-мӗшӗнче черетсӗр съездра  республикӑри «Хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Хӗрарӑмсен юхӑмӗн ҫӗнӗ лидерӗ Наталья Николаева хӑйĕн сăмахĕнче Чӑваш Енри Хӗрарӑмӗсен союзне аталантармалли тĕп ҫул-йĕрсемпе паллаштарнă.

"Ҫӗнӗ  ҫĕр ҫуллăх Чӑваш Енӗншĕн кӑсӑклӑ та хăйне евĕр пулĕ. Эпир пӗрле хӗрарӑмсен канашĕн ĕҫĕсене малалла тӑсӑпӑр. Малашнехи пирĕн тĕллевсем пысăк, ҫӗнӗрен те ҫĕнĕ паха проектсем пурнăҫланĕҫ. Вӗсем пĕтĕмпех пирĕн пӗрлехи аталанӑва лайӑхлатма пулӑшӗҫ", – тесе каланă  вăл XIX-мĕш съезда хутшӑнакансен умĕнче.

Хастарҫăсен пухăвне  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хутшăннă. Вӑл Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа пурне те чун-чĕререн ăшшăн саламланă,  Чӑваш Ен Хӗрарӑмӗсен союзне пурнӑҫӑн мĕнпур сферинче яваплăха туйса ырă ĕҫсем тума хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

"Хӗрарӑмӑн  сумĕ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӑтӑрмӗш ҫулсенче, Чӑваш Ен ҫул тунӑ чухне, хӗрарӑмсене пула республика малтисен шутӗнче пулнă. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче чӑваш хӗрарӑмӗ фронтра пулнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва ура ҫине тăма пулăшнă. Хӗрарӑмӑн пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк", – тенĕ вăл.

Олег Николаев хастарсене яланах, пурнӑҫ ҫулӗн йывӑрлӑхĕсене пӑхмасӑрах, чӗрере юрату упраса хӑварма чĕнсе каланă. "Ырă кăмăллăх, чун-чĕре ăшши  – хӑтлӑ пурнӑҫӑн тӗп никӗсӗ", – хушса каланă вӑл.

Республикӑра пурӑнакансене ӑс-хакӑлпа патриотизм воспитанийӗ панӑшӑн регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  "Чӑваш автономи облаҫне  йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине" ятарлă медале общество ĕҫне активлă хутшăнакансене парса чысланă.

Фоторепортаж



24 июня 2020
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter