Олег Николаев Республика кунне пӗтӗмлетнӗ

Олег Николаев подвел итоги Дня Республики

«Республика кунне пĕтĕмлетес пулсан, ҫакна палӑртмалла: халăх хăй шухăшне ытларах чухне социаллă сетьре пĕлтерет, мероприятисем лайăх иртнине ҫирĕплетет.  Апла пулсан, сире пурсăра та тав сăмахĕсем калатăп», - тесе каланă паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне уҫнă май.

Палăртса хăваратпăр, паллă пулăма халалласа регионта чылай мероприяти йĕркеленĕ.  Тĕп уяв эрнинче хоккейла вылямалли уй, регионти пултаруллă ачасем валли «Эткер» центр хута кайнă.  Хĕрлĕ Чутайра халăх йышлăн пухăнакан тĕп центрта паянхи пурнăҫпа тӳр килекен объекта пурнăҫа кĕртнĕ.  Шупашкарта Хĕрлĕ тӳреме реконструкциленĕ.

Тĕп мероприятисенчен пĕри  - Экономикăн Аслă канашĕн ларăвĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне 2025-мĕш ҫулччен тивӗҫтерсе тӑмалли комплекслă плана тĕпрен тишкерсе тухнă. 

«Эпĕ хам валли ҫак программăна тĕп документ тесе палăртатăп. Ăна пурнăҫа кĕртессипе Правительство тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕҫлесе ҫитĕнӳсем тума тĕллев лартатăп», - тенĕ Олег Николаев. Программăна муниципалитетсенче тишкернĕ хыҫҫăн Чăваш Республикин саккунĕпе ҫирĕплетсе хăварĕҫ. 

Правительство ларăвĕнче пурĕ 28 проекта пăхса тухнă. Ка-лăпăр, промышленноҫ сферинче ĕҫлекен инвесторсем валли пулӑшу палӑртакан мерăсем пулĕҫ, уйрăмах ятарлă инвестици контракчĕсемпе ĕҫлекенсене ҫавнашкал пулăшу кӳресси паллă.  Чăваш Республикин республика хыснинчен вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене автомашина техникин базине ҫĕнетнипе пулакан тăкаксене саплаштарма, коммуналлă техникăсене улăштарма палӑртнӑ, автомашинăсене ҫут ҫанталăк газĕпе ӗҫлемелле тунӑшăн та ҫăмăллăхсем пуласси куҫкĕрет.



25 июня 2020
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter