Чӑваш Енӗн Экономикăн Аслă канашӗн ларӑвӗнче регион аталанӑвӗн программине презентациленӗ

На заседании Высшего экономического совета Чувашии презентовали программу развития региона

Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре Республика кунне анлăн паллă турĕҫ, паллă ытларах мероприятие, ҫĕршыври лару-тăрӑва тĕпе хурса, видео-ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ.  Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри – Экономикăн Аслă канашĕн ларăвĕ.  Унта ертӳҫĕсем республикăн ҫитес пилĕк ҫул валли пăхса хăварнă анлă программине сӳтсе явнă. 

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Николай Федоров, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, республикăри предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшăннă. 

Видео-ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ ларăва Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Алексей Беспрозванных, «Корпорация «МСП»  АО генеральнăй директорĕ правлени председателĕ Александр Браверман, «Фонд развития моногородов» коммерциллĕ мар организацин генеральнăй директорĕ Ирина Макиева тата ытти сумлă хăнасем пуҫтарăннă.

Экономикăн  Аслă канашĕн ертӳҫи Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче пысăк программăна хатĕрлес ĕҫ виҫĕ уйăхлăха тăсăлнине хыпарланă.  Вăл ĕҫ хутне йĕркелеме чи ăста та пысăк тавракурăмлă экспертсем, федераци тата регион шайĕнче хисепе тивĕҫнисем хутшăннине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисенче тимлекенсем хастар пулчĕҫ тенĕ.

«Программа ҫав тери анлă. Чăннипех те, халăх программи. Экономикăн кашни пайĕ ĕҫ хутĕнче хăйне евĕр пысăк вырăн йышăнать, муниципалитетсене аталантарассипе те сахал мар мероприятисем кĕртсе хăварнă документра», тесе каланă ҫĕршыври Халăхсен хушшинчи регионсене аталантарассипе ĕҫлекен центрăн генеральнăй директорĕ.   

Программăра региона аталантармалли тĕп ҫул-йĕрсене палăртнă, йывăрлăх кăларса тăратнă пайсене те сӳтсе явнă.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫитес ҫул валли пысăк тĕллевсем пăхса хăварнă. Программăра пурĕ 1338 проект тĕп вырăн йышăнать. Паллă, вĕсенчен ытларах пайĕ социаллă сферăпа ҫыхăннă. Регионти ҫулсене тирпейлесси те тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать.  Инфратытăма вăй илтересси те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Игорь Меламед  хăйĕн  сăмахĕнче проектсене пурнăҫа кĕртсен, регион чылай ӳсĕмсемпе палăрасси куҫкĕретех тенĕ.  Социаллă сферăпа экономика аталанăвĕнчи йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕпрен татса пама витĕм кӳрессине асăннă.  Чăваш Республикин экономикине хăватлантармалли  пайсем – промышленноҫ тытăмĕ, ял хуҫалăхпа информаци технологийĕсен пайĕ, туризм, строительство тата ытти те.  

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Николай Федоров ҫĕнĕ программа Чăваш Республикине ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума пулăшасси пирки каланă. 

Экономикăн Аслă канашĕн ларăвне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев программа ҫав тери кăсăклă, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăна пĕрле анлăн сӳтсе явнине палăртнă. 

«Мĕнпур ĕҫсене тарăн тишкермелле тепĕр хут. Муниципалитетсенчен те тĕрлĕ сĕнӳсем пухмалла, вĕсене шута илмелле.  Программăна тĕпрен тĕпчемелле, пĕр уйăхран ăна ҫирĕплетсе хăвармалла», тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



25 июня 2020
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter