Чӑваш Ен тӗп хулинче Хӗрлӗ тӳреме хута янă

В столице Чувашии состоялось техническое открытие Красной площади

Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре пулнă, унти ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Унпа пĕрле ытти сумлă хăнасем те пуҫтарăннă.  

Шупашкарти заливпа Хĕрлĕ тӳреме «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» кластера тĕпе хурса юсаса ҫӗнетнӗ.  Кĕске вăхăт хушшинче строительсем пысăк ĕҫ пурнăҫланă.  Пурĕ 6 га йышăнакан лаптăка тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă.  Пĕр сăмахпа каласан, чылай ĕҫ пурнăҫа кĕртнĕ.   

Ҫак кун хăнасем Хĕрлĕ тӳремри ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен  объектăн строительство ĕҫне пысăка хурса хакланă. Ҫĕршывра, ҫавăн пекех пирĕн республикăра кăшăл вирус амакĕ лăплансанах, ку тĕле халăх,уйрăмах ачасем, пуҫтарăнасси куҫкĕрет. 

Ачасем валли тĕрлĕ условисем пур.  Аслисем валли кану вырăнĕсем паха.  Фонтан пурин кăмăл-туйăмне те ҫĕклесе ярать. 

«Ҫакă хулан центрĕ кăна мар, мĕнпур Чăваш Енĕн тĕп вырăнĕ пулса тăчĕ. Объекта реконструкциленĕ чухне Благовещенски чиркĕвĕн никĕсĕн уйрăм паллисем те тупăнчĕҫ.  Пурне те шута илсе хăварнă», - тесе каланă истори наукисен докторĕ Олег Широков.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе малашне те ĕҫсем туса ирттерессине хыпарланă.

«Халăх сĕнĕвне шута илсе мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама тĕллев лартнă.  Йывăҫ-тĕм те тавралăха илем кӳрсе ешерсе ларасса шанатпӑр. Кăҫал кĕркунне чылай йывăҫ лартма плана кĕртнĕ», - тенĕ вăл.

Олег Николаев йывăҫсем лартасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрма, тавралăха симĕс тумпа пуянлатма сĕннĕ.  

«Паллă, кунта мĕнпур ĕҫе пĕтĕм чунтан пурнăҫланă. Хĕрлĕ тӳрем хăйне евĕр илемлĕ вырăн пулса тăчĕ. Кăмăллă  тӳрем пурсăмăра та хавхалантарса тăрать», - тенĕ Олег Николаев журналистсемпе калаҫнă май. 

Фоторепортаж



25 июня 2020
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter