Чӑваш Енре ҫирĕп йĕрке тапхӑрӗнчен тухас тӗлӗшпе тӑвакан ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ

В Чувашии подвели итоги недели первого этапа снятия ограничений

Паян, ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă штаб ларăвĕ иртнĕ. Яланхиллех ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă.  Ларăва пухăннисем маларах палӑртнӑ ҫирĕп йĕрке тапхӑрӗнчен тухассипе йышăннă пĕтĕмлетӳсене тишкернĕ,  хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.   Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Чăваш Енри Роспотребнадзор управленийӗ пĕлтернĕ тăрăх, регионта хăрушă чирпе, кăшăл вирус амакĕпе, чирлекенсен йышĕ пĕчĕккĕн сахаллансах пырать имĕш.  

«Иртнĕ эрнере ку енĕпе республикăра ĕҫ-пуҫ лайӑхланма пуҫланă. Кăтарту ытти чухнехинчен пĕчĕк.  Регионта кăшăл вируспа чирлекенсене кунне вăтамран 60 ҫынна тупса палăртаҫҫĕ.  Маларахри тапхăрта ҫак кăтарту 70 ҫитнĕ пулнă», - тесе каласа хăварнă Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Владимир Степанов.  

Чăваш Енри Роспотребнадзор управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче чăнласах та, регионта ăнсăртран йывăр чирлесе ӳкнисем ҫукпа пĕрех тесе каланă.  Шупашкар хулинче лару-тăру пур-пĕрех ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан кăштах урăхларах тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Районсем хушшинче: Хĕрлĕ Чутайра,  Шăмăршăра, Пăрачкавра, Ҫĕмĕрлере, Етĕрнере тимлĕрех пулмалла. Ҫак муниципалитетсенче  чир-чĕр ҫаплипех лăпланма васкаманнине пӗлтернĕ ертӳҫĕ. 

Олег Николаев пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе каланă, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть тесе тепĕр хут аса илтернĕ.  Хуласемпе район администрацийĕсен пуҫлăхĕсене обществăлла вырăнсене дезинфекцилессине йĕркелес ыйту ҫине ҫивĕчрех пăхма сĕннĕ.  

«Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисен хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла.  Мĕнпур ĕҫсене вăхăтра йĕркелеме тăрăшмалла, ҫивĕч ыйтусене татса парассине вăраха тăсса ямалла мар. Енчен те регионта пур ҫĕрте те йĕрке хуҫалана пуҫласан, тен, иккĕмĕш тапхăр ҫине те куҫма пултарăпăр», - тенӗ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Аса илтерсе хăваратпăр, регионта обществăлла вырăнсене, учрежденисене дезинфекцилеме республика хыснинчен сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрнă.  Республикăри районсемпе хуласене ҫителĕклĕ пулăшу куҫарса панă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тӗллевпе дезинфекци ĕҫĕсене вӑхӑтра тата пысӑк калӑпӑшпа туса ирттернӗ. 

Фоторепортаж



26 июня 2020
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter