Сарă ту чăвашĕсем саламлаççĕ
Чăваш Ен 100 çул тултарнине халалланă пур ĕç-пуçа та Республика кунĕнче ирттерме май килмерĕ. Хăшне-пĕрне çурла уйăхне куçарма тиврĕ, теприсем вара интернет уçлăхĕнче пулчĕç. Республика хăнисем те пĕр-пĕрне инçекурав пулăшнипе саламларĕç. Вĕсене пулăшас тĕллевпе Наци телевиденийĕ телекĕперсем йĕркелерĕ.