Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ яшсемпе хӗрсем!

Сире чаплӑ та ҫутӑ уявпа – Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе – чун-чӗререн саламлатӑп!

 Эсир хӑвӑр ҫинчен пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче – наукӑпа вӗренӳре, культурӑпа спортра, экономикӑпа бизнесра – тивӗҫлипе пӗлтеретӗр. Общество ӗҫӗ-хӗлӗнче хастарлӑх кӑтартатӑр тата ырӑ тӑвакансен тавралӑх хутлӑхне хӳтӗлес, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытас, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫланакан тӗрлӗ проектне хапӑл туса хутшӑна­тӑр.

Хӑвӑрӑн ҫутӑ ӗмӗттӗллевӗрсене пурнӑҫлама ӑнтӑлса, пултарулӑхӑра туллин уҫса парса тата паллӑ ӳсӗмсемпе палӑрса эсир Чӑваш Республикине тухӑҫлӑн аталантарма пулӑшатӑр, унӑн пуласлӑхне хыватӑр.

Хӑвӑр вӑй-халӑра ӗненӗр, халиччен тунӑ ӗҫсемпе кӑна ан ҫырлахӑр!

Сирӗн ҫамрӑклӑх ҫулӗсем ҫутӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑм­семпе пуян пулччӑр тата асра юлмалла иртчӗр! Мӗнпур ырӑ пуҫарура сире ҫивӗч те хӑюллӑ шухӑшсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                              Олег Николаев



27 июня 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter