РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава Чӑваш Енре 40 процент ытла ҫын хутшăннă

В Чувашии за 4 дня общероссийского голосования свое мнение по поправкам в Конституцию высказали более 40% избирателей

Кун пек пĕтĕмлетӳсем ҫинчен паян, ҫĕртме уйăхĕн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен видео-ҫыхăну режимĕнче ирттернĕ канашлура хыпарланă.

Чӑваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн председателӗ Александр Цветков хăйĕн сăмахĕнче регионта сасăлав аван пынине, халăх валли кирлĕ пек условисем ҫителĕклĕ таран хатĕрленине пĕлтернĕ.

"Сасӑлав кунӗсенче сасӑлава вӑтамран суйлавҫӑсен 10 проценчӗ хутшӑнать. 4 кун хушшинче суйлавҫӑсенчен 40,16 проценчӗ сасӑланӑ", - палӑртнӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев сасӑлав тапхӑрӗ тӑршшӗпех санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗн йĕркисене ҫирĕп пăхăнма чĕнсе каланă.

Унсӑр пуҫне паянхи канашлура республикӑра пурӑнакансене субсидисем парса пулӑшассипе ҫыхӑннӑ ыйту тавра чарăнса тăнă. Хушма хуҫалăхсенче сăвакан ĕне усракан ҫынсене патшалăх пулăшу пама йышӑннине тепĕр хут асăнса хăварнă. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов субсидисене халăха вăхăтра куҫарса панине, вӗсене  1500  ҫын тивĕҫнине, ҫĕртме уйăхĕ вӗҫлениччен укҫа-тенкӗне ытти  ҫынсене, ыйтса ҫырнине шута илнĕ тăрăх, пулӑшу парассине палăртнă.

Патшалăх енчен куҫакан пулӑшӑва вӑхӑтра ҫитермелле тесе хушса каланă Олег Николаев. Утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли тарифсем улшӑнаҫҫĕ. Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи республика бюд-жетӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме субсидисем уйӑрса пама 253,3 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ку вӑл иртнӗ ҫулхи бюджетри кăтартуран 5,5% пысӑкрах.

"Сире ҫакна пӗлтерес тетӗп: эпир бюджетра пăхса хăварнă укҫан ҫур пайӗ ҫеҫ  хальхи вӑхӑтра халăх валли куҫнă. Лару-тӑрӑва пирӗн тӗплӗн тишкерсе тухмалла. Субсиди илесси ял ҫыннисемшӗн  кӑткӑсрах пулсан, тен, тӗрлӗ справкӑсем илмелли тапхӑрсене пӗчӗклетсен аван", - палӑртнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Канашлура пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен хакӗсене планпа килӗшӳллӗн ӳстересси ҫинчен Чӑваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Надежда Колебанова каласа панă.

Утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа электроэнергишĕн тӳлекен тарифсем 3,9 процент, ҫут ҫанталӑк газӗшĕн – 2,8%, коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаланӑшӑн илекен тӳлевсем 0,7 процент  ӳсеҫҫӗ. Чӑваш Республикинчи халӑха ӑшӑпа тивӗҫтермелли пулӑшу ӗҫӗсемшӗн илекен хаксен улшӑнӑвӗ 3,7 процентран ытла мар шайра, вӗри тата сивӗ шывпа тивӗҫтермелли хаксен 4,6% ытла мар процент шайӗнче шутланать. Ҫӗнӗ кăтартусемпе квитанцисене Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫурла уйӑхӗнче илӗҫ.

Сӑмах май, регионти халӑх валли палӑртнӑ хаксем – федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пӗчӗккисенчен пӗри. Сӑмахран, Чӑваш Енре вӗри шывпа тивӗҫтернӗшӗн илекен тӳлев шайне илес пулсан,   федерацин Атăлҫи округĕнче 14 субъекчӗ хушшинче пирӗн республика 2-мĕш вырăнта (пĕчĕк кăтартупа) тăрать, электроэнергишӗн, сивӗ шывпа тивӗҫтернӗшӗн, шыва юхтарса кӑларнӑшӑн – 4 вырӑн йышӑнать. Апла пулсан, хаксем ӳснӗ пулин те, ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра ку кӑтарту пысăках мар.

Паянхи ларура Финанс министерствипе Сывлăх сыхлавĕн министерствин аталану ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ, пуласлăх валли тĕллевсене палăртса хунă.   



29 июня 2020
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter