Паян Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн митрополитне Варнавана юлашки ҫула ăсатрĕҫ

В Чебоксарах состоялась церемония прощания с митрополитом Варнавой

Ҫĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Татиана чиркĕвĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархĕ Кирилл пехилленипе Варнава митрополита юлашки ҫула ăсатнă ятпа кĕлĕ иртнĕ. Хурлану литургине Шупашкар епархийĕн управляющийĕн ĕҫне вăхăтлăх пурнăҫлакан  Йошкар-Олапа Мари митрополичĕ Иоанн йĕркелесе ертсе пынă. 

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна юлашки ҫула ăсатассипе ҫыхӑннӑ церемоние Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ. Паллă ентешĕмĕрпе сывпулашма Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ Николай Федоров хăйĕн мăшăрĕпе, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечӗн председателĕ Анатолий Аксаков, Раҫҫей Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республика Правительствин членĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ тĕн халăхĕ, обществăлла организацисен пайташĕсем тата ытти ҫынсем килнӗ.   

«Пирĕнтен ҫав тери пархатарлă ҫын уйрăлса кайрĕ. Чӑваш ҫӗрӗнче 44 ҫул хушши ӗҫлесе вӑл чӑннипех пӗтӗм халӑх хисепне тата юратӑвне тивӗҫнӗ.  Вӑл пирӗншӗн ӑс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрсе тӑнӑ вӗрентекен кăна мар, общество ӗҫне хастар хутшӑнакан сумлӑ та хисеплӗ ҫынсенчен пӗриччӗ. Сахал мар паха сĕнӳсем те панă.  Кашни ҫын валли кирлĕ те вырӑнлӑ сăмах тупма пĕлетчĕ.  Кашнин чĕринче лăпкăлăх хуҫалантăр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ.  Чылай чиркĕве вăй илтерсе аталантарса пыма пулăшнă.  Обществăра тăнăҫлăхшӑн чылай ырă ĕҫ тунă.  Пурне те тӳрĕ ҫул ҫине тăма вĕрентсе пынă. Ăна эпир ĕмĕр асра тытăпăр, унӑн ячӗ халăх асĕнчен тухмĕ, ҫынсен чун-чĕринче упранӗ. Яланах Турăпа пĕрле пултăр», - тесе каланă хăйĕн сыв пуллашу сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

«Ҫынпа пĕрле тĕнче те ӑсанать. Ҫак сӑмахсем чунăмăрсене питех те хурлантарса ыраттараҫҫӗ, хисеплĕрен те хисеплĕ Владыка. Турра тата ҫынсене чунтан юратнипе тулнӑ Сирӗн тӗнчӗре тӗрӗс-тӗкел сыхласа упрамалла пирӗн. Эпир Сирӗн пысӑк ӑсӑра, ыралӑхӑра, тӳрӗ кӑмӑлӑрпа христианла харсӑрлӑхӑра, урӑхла каласан, Турра юрассишӗн хӑюллӑ ӗҫсем тума яланах хатӗр пулнине ҫирӗп асра тытӑпӑр. Варнава владыкӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ, унӑн мӗнпур ӗҫӗ сапӑрлӑхпа юрату ҫинче никӗсленнӗ. Мана унпа, пирӗн хаклӑ владыкӑпа, нумай ҫул пӗрле ӗҫлеме, Ҫветтуй ҫӗр ҫинче пулса курма телей пӳрчӗ. Ӑна Чӑваш Ен тулашӗнче те питӗ лайӑх пӗлетчӗҫ. Ҫавӑнпа та паян пирӗнпе пӗрле пӗтӗм православни тӗнчи хурланать», - тесе каланă РФ Федераци Канашĕн вице-спикерĕ Николай Федоров.

«Владыка пирĕнтен уйрăлса кайни пирки манпа пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕсем хурланни ҫинчен пĕлтереҫҫĕ.  Ĕмĕр асра тытăпăр.  Чи пахи – ырă ĕҫсем туни. Пирĕн ĕҫе юратмалла, ҫывăх ҫыннăмăрсене хисеплемелле, чиркӳсем хута ямалла.  Ҫав хушăрах ăна паян пытаракан вырăнта та чиркӳ хăпартса лартас ĕҫе пурнăҫласан уншăн ҫакӑ пархатар вырӑнне пулĕччĕ», - тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс рынокӗн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечӗн председателĕ Анатолий Аксаков

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна  Сергий Радонежский ячĕллĕ чиркӳ ҫывăхĕнче тирпейлесе пытарнă. Палăртмалла: асӑннӑ вырӑнта тĕп хулари чи çӳллĕ те пысăк чиркӳ çĕкленет. Чăваш митрополийĕн Пуҫлăхĕ 90 ҫулта пирĕнтен ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхе уйрăлчĕ.           

Фоторепортаж  



03 июня 2020
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter