Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Николай Федоровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

В Доме Правительства прошла встреча Олега Николаева и Николая Федорова

Ҫĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Николай Федоровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Сумлă ертӳҫĕсем Чăваш Республикин аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕнчере алхасакан коронавирус амакĕ ҫинчен те сăмах хускатнă, ҫирĕп йĕркерен тапхăр-тапхăррăн тухса пырассине сӳтсе явнă.

«Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палӑртакан паллă уявсене, Чăваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă мероприятисене те кирлĕ пек шайра ирттерме тĕллев лартатпăр.  Ҫĕнтерӳ Парадне те чыслăн хатĕрленетпĕр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ертӳҫĕсем Варнава пирки те асăнса хăварнă. «Владыка халалӗсене халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕмпех пурнăҫлассишĕн тăрăшмалла пирĕн», - тенĕ Николай Федоров

 



03 июня 2020
18:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter