Ҫĕнĕ Шупашкарти кордодрома ҫитес ҫул уҫма тĕллев лартнă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă. Унта вăл кордодрома ҫитсе килнĕ, вырăнти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашнă.  Палăртнă объекта муниципалитетра ҫитес ҫул пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ. Кун пирки вăл паян ĕҫлĕ калаҫу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.    

Аса илтеретпĕр, тӳреме  ĕҫе кĕртес тĕлĕшпе темиҫе ҫул хушши ĕҫлемен. Шкул ачисем валли, тепĕр тесен, объект пачах та хатĕр мар.  Кăҫалхи пуш уйăхĕнче авиамоделистсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ячĕпе ҫыру ҫырнă. Палăртнă тӳреме хута яма пулăшма ыйтнă.  

Олег Николаев хушăвне тĕпе хурса, Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕ ĕҫ йĕркипе килĕшӳллĕн, подрядчика палăртнă. Ку эрнере ĕҫ вырăнтан тапранасси те куҫкĕретех пулĕ.  «РусГидро»  ПАО     ыр кăмăллăх ĕҫне хутшăнма кăмăл тунă, спонсор пулса хăй ирĕкĕпе 290 пин тенкĕ куҫарса парасси ҫинчен йышăну тунă.   

Хальхи вăхăтра хула влаҫĕ ытти спонсорсене шырать.  Проекта туллин хатĕрлесе ҫитерес,  регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн хушăвне туллин тата вăхăтра пурнăҫа кĕртес тесе тăрăшать. 

«Енчен те хатĕрленӳ ĕҫĕсене кăҫал вĕҫне-хĕрне ҫитерсен, ҫитес ҫул планпа пăхса хăварнă мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртĕпĕр. Ачасем валли тавракурăмлăха аталантарса пыма кунта кирлĕ пек мĕнпур услови пуласси никама та иккĕлентермĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  



04 июня 2020
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter