Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна кӗртме сӗнӳсем кӗтеҫҫӗ

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли патшалӑх программине хатӗрлеҫҫӗ. Ку вӑхӑт тӗлне хатӗрленӗ программӑн проекчӗпе кунта паллашма пулать.

Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, тӗпчес тата аталантарас тӗллевпе хатӗрленӗ патшалӑх программишӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ пулӗ. Ытти министерствӑсем те айккинче тӑмӗҫ — вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Программӑн тӗп тӗллевӗсем: информаципе ҫыхӑну уҫлӑхӗнче чӑваш чӗлхи валли тулли условисем туса парасси, чӑвашла вӗрентмелли системӑна ҫӗнетесси, халӑх хушшинче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланассине ҫӗклесси, чӑваш йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче чӗлхине упраса хӑварса аталантарма пулӑшасси тата ытти те. Программӑна 2021–25 ҫулсем хушшинче пурнӑҫа кӗртме тӗллев тарлаҫҫӗ.

Енчен те сирӗн ҫак программӑра мӗн те пулин курас килет пулсан, сирӗн сӗнӳсем пур пулсан — Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви (Программӑна калӑплама шаннӑ учреждени) вӗсене кӗтет. chrio@cap.ru адреспа ярса памалла (ку ӗҫе хальтерех, паян-ыран, тумалла!).

 



https://www.chuvash.org/news/25253.html
04 июня 2020
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter