Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе, мӗнпур эколога вара – професси уявӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкӗ калама ҫук илемлӗ. Республикӑн экологи ырлӑхне сыхласа упрасси – влаҫ органӗсенче тăрăшакансемпе экологсемшӗн кӑна мар, пуриншӗн те тӗп тӗллев.

Юлашки Наци экологи рейтингӗнче Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче малти вырӑна тухнине, пирӗн вӑрман ӑстисем – округра чи лайӑххисем пулнине тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп.

Влаҫпа бизнес тата общество вӑй-халне пӗрлештерсе эпир Владимир Путин пуҫарнӑ «Экологи» наци проектне пурнӑҫлатпӑр. Ҫакӑ пире тавралӑха сыхлас енӗпе ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртме май парать.

Республикӑра ҫывӑх вӑхӑтрах экотехнопарк хута каймалла. Унта полиэтиленпа резинӑна тата чӗркемсене ӗҫлесе тирпейлеме па­лӑртаҫҫӗ.

Ҫут ҫанталӑка упрассипе тата уншӑн тӑрӑшассипе ҫыхӑннӑ служба тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнăҫлакансене, ҫак пархатарлӑ ӗҫе чун хушнипе тӑвакан ҫынсене йывӑҫсем лартма, ҫӳп-ҫап пуҫтарма тата ытти экологи акцине хастар хутшӑнакансене, экокультура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене пурне те тав тӑватӑп.

Пӗрле килĕштерсе тата тăрăшса ĕҫлесен эпир Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкне пулас ӑрусем валли тивӗҫлипе сыхласа хӑварасса ҫи­рӗппӗн шанса тӑратӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                           Олег Николаев



05 июня 2020
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter