Олег Николаев Чӑваш патшалӑхӗн аталанӑвне халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх конференцине хутшӑнакансене саламланă

Ҫĕртме уйăхĕн  5-мӗшӗнче "Чӑваш патшалӑхне Раҫҫей Федерацийӗн условийӗсенче аталантарасси: иртнӗ, хальхи, пуласлӑх " ятлă Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ.

Коронавируса пула И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн базинче мероприятине дистанци мелĕпе ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан конференцие хутшӑнакансене пурне те саламланӑ. Паллă профессорсене,  наука ӗҫченӗсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Хăнасем Японирен, СШАран, Австрирен тата Раҫҫейрен пулнă. "Пирӗн ҫӗршывӑн тӗп уявĕ - Раҫҫей кунӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн тӗп уявӗ - Республика кунĕ те. Эпир патшалӑха аталантарассине халалласа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттеретпӗр, пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ ҫинчен питӗ кирлӗ ыйтусене сӳтсе яватпӑр. Ҫак уяв наци пӗрлӗхӗн тата ҫӗршывӑн хальхи тата пуласлӑхӗшӗн пирӗн пӗтӗмӗшле яваплӑхӗн символӗ пулать. Ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн авторитетне пула, Раҫҫей право демократиллӗ патшалӑх пек ӑнӑҫлӑ аталанать, унпа пӗрле – ҫӗршыв регионӗсем те", - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Чӑваш Еншӗн кирлӗ ыйтăва – Сăр тата Хусанти оборона чиккисене - пурне те пӗрле тарӑн тӗпчемеллине палӑртнă. Вӑл Чӑваш Енӗн чи пысӑк вузӗ ҫак ӗҫе хастар хутшӑнасса шантарнă.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре Чӑваш Республикинче 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тума хутшӑннисен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк тесе пӗлтересси ҫинчен указа алă пуснă.

"Пӗрле ӗҫлеме хатӗр пулнӑшӑн сире тав тӑватӑп. Влаҫри ҫынсем, наукӑпа вӗренӳ сферин представителӗсем, общество ӗҫченӗсем тата республикӑра пурӑнакан ахаль ҫынсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени нумай япалана тума май парасса шанатӑп", - пӗтӗмлетнĕ хăйĕн сăмахне республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.



05 июня 2020
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter