Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă

Чувашия подала заявку на создание в Новочебоксарске территории опережающего развитияҪĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă.

Унта вăл муниципалитетри предприятисене ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашнă.

«Химпром» ПАОра Олег Николаев производство ĕҫĕпе кăсăкланнă.  Асӑннӑ предприятири гипохлорит кальцийӗ туса кӑларакан цех Раҫҫейре пĕртен-пĕрре шутланать. Производствăра тăрăшакансем республика ертӳҫине ҫĕнĕ технологисен ви­тĕмлĕхĕ, таварсен пахалăхĕ пирки каласа кӑтартнă.  Предприяти коронавирус тапхăрĕнче уйрӑмах кирлĕ таварсем тирпейлесе кăларать, инфекци сарăлассинчен асăрханма пулăшакан  хатĕрсемпе «Химпром» ӗҫченӗсем медицинӑпа социаллӑ сфера учрежденийӗсене ыр кăмăллăх шучӗпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.

Нумаях пулмасть завод тата та тепĕр пысăк лини хута яма плана кĕртнĕ.  Инвестици проектне пурнăҫласан таварсен калăпăшĕ татах та ӳсĕ.   Аса илтеретпĕр, ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче объекта хута яма палӑртакан вырӑнта ертӳҫĕсем пуҫласа пĕрремĕш кирпĕч хунă.

Олег Николаев подрядчикпе тĕл пулса калаҫнă.  «Химпром» патне илсе ҫитерекен ҫула «Хăрушлăхсăр тата лайӑх пахалӑхлӑ автоҫулсем» наци проекчĕпе килĕ­шӳллĕн  хываҫҫӗ.  Предприяти ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ, тепĕр икĕ эрнерен объект хатĕр пулать. 

Республика ертӳлĕхĕ ҫавӑн пекех муниципалитет хутса ăшăтмалли ҫитес  тапхăра епле хатĕрленнипе те паллашнă, вырăнти объектсене пăхса тухнă, хĕллене хатĕрленсе пурнăҫланакан мероприятисене тишкернĕ.

 



05 июня 2020
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter