Аталану институчӗн сӑнав канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗ тепӗр эрнере пулать

Первое заседание наблюдательного совета Института развития состоится на следующей неделеҪĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикинче промышленноҫпа Корпораци Фончĕн ĕҫ-хĕлĕн  стратегильлĕ аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен канашлăвăн ларăвне ирттернĕ.   

 Икĕ организаци те тĕпрен ҫĕнелĕҫ. Вăл тытăмсенчен Чăваш Республикин Аталану институтне йĕркелесе яма плана кĕртнĕ. Малашне вара вăл шăпах та, республика территорийĕнче ĕҫлекен  инвесторсемпе ҫыхăнса пырĕ.  

Аталану институчĕн ĕҫ-хĕлне Сăнав канашĕ тĕрĕслĕ, шăпах та, вăл канаша Олег Николаев ертсе пырать.     Ларăва пухăннисем управленийĕн йышĕ пирки пăхса тухнă,  малашнехи аталанăвĕн ҫул-йĕрĕпе, тĕллевĕсем  ҫинчен сӳтсе явнă.

«Мĕнпур тăрса юлакан ҫитменлĕхсене тепĕр эрнере тĕпрен пăхса тухăпăр.  Вăл самант валли ятарлă сĕнӳсем хатĕрлеме хушатăп.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн нормативлă акчĕсене те тишкерĕпĕр, ҫĕнĕлĕхсем кирлĕ пулсан, кĕртсе хăварма тăрăшăпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

Ҫитес ларура, Сăнав канашĕнче инвестициллĕ проектсене укҫа-тенкĕпе тивĕҫтермелли условисем пирки те тишкерĕпĕр, бизнеса тĕрев памалли ыйтусем ҫинчен тĕплĕнрех канашлăпăр тенĕ ларăва пухăннисем.  

«Пирĕн пурин те пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн тăрăшса ĕҫлемелле.  Ҫĕнĕлĕхсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пулăшмалла.  Халăх малалла хавхаланса, ыранхи куна шанса пурăнтăр», - тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр, ку эрнере Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн титвĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Шупашкар хулинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă, индустри паркĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă.  Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ,  ҫĕр ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Фоторепортаж



05 июня 2020
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter