"Чӑваш Республикинче ырă тăваслăха аталантарнӑшӑн" ятарлӑ паллӑна Олег Николаев алă пусса ҫирĕплетнĕ

Олег Николаев учредил нагрудный знак «За развитие добровольчества в Чувашской Республике»Ҫĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикăри волонтерсемпе видео-ҫыхăну мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Олег Николаев Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлекен ҫынсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Волонтерсен юхăмне аталантарас ĕҫре чи пархатарли – чун-чĕре ыйтнипе мĕнпур мероприятине пурнăҫлани.  Кашни ҫынна пулăшас текен паха шухăш шăпах та, пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пурнăҫланă ĕҫшĕн, каялла мĕн те пулин ыйтманни, кĕтменни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.  

Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем, медицина пайĕнче тăрăшакансем, Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх аграри университечĕн тата православи енĕпе вăй хуракансем, Шупашкарти волонтерсен центрĕнче ăс пухакансем, хăйсен тавракурăмлăхне пуянлатса пыракансем, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти пуҫарăвĕпе йĕркеленнĕ ушкăнсем хăйсен пархатарлă ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.    Пуҫаруллă яш-кĕрĕмпе уҫҫăн калаҫнă май, Олег Николаев ырă хыпар пирки чарăнса тăнă, Чăваш Республикинче волонтерсен юхăмне аталантаракансен ятарлă паллине алă пуссасса асăннă.  

«Нумаях пулмасть республикăра пурăнакансем волонтерсен статусĕ пирки сăмах пуҫарнăччĕ. Шăпах та, паян ҫак палăртнă указа сирĕн умра алă пусса ҫирĕплетес тетĕп.  Эпир паянтан Чăваш Республикинче волонтерсен ĕҫне хакласа вĕсене кăкăр ҫине ҫакмалли ятарлă паллăна тата Хисеп грамотине ҫирĕплетсе хăваратпăр», - тесе сăмаха пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Фоторепортаж



08 июня 2020
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter