Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

 Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн пархатарлӑ тивӗҫр – пулӑшупа тимлӗх кирлӗ ҫынсене вӑхӑтра тата чӑнласах пулӑшасси. Шӑпах сирӗн ӑшӑ чунлӑхӑрпа чӑтӑмлӑхӑра пула ҫынсем социаллӑ тӗрӗслӗх вӑйне ӗненме тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма пӑрахмаҫҫӗ.

Паян, коронавирус инфекцийӗ сарӑлассипе пӗтӗм тӗнчипех ҫи­вӗч кӗрешӳ пынӑ тапхӑрта, сирӗн тимлӗхӗрпе ырӑ кӑмӑлӑр, йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлни Чӑваш Енри асӑрхасах тӑмалли уш­кӑнри ҫынсене: ватӑсене, вăраха кайнă чирпе чирлекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене витӗмлӗ пулӑшу кӳрет.

Сире социаллӑ сфера аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ырми-канми ӗҫӗршӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та телейпе ҫирӗп сывлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                  Олег Николаев



08 июня 2020
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter