Шупашкарти аэропорта реконструкцилес тата кĕперсене тĕпрен юсас ыйтусене РФ транспорт Министрĕпе пĕрле Олег Николаев сӳтсе явнă

Олег Николаев обсудил с министром транспорта России реконструкцию Чебоксарского аэропорта и капитальный ремонт мостовЧăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕпе Евгений Дитрихпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Палăртнă мероприятине видео-конференц-ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ.

Олег Николаев «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне епле пурнăҫа кĕртсе пыни  ҫинчен каласа кăтартнă, Чăваш Республикин территорийĕнче пулса пыракан ĕҫсемпе паллаштарнă.

«Хальхи вăхăтра регион территорийĕнче 53 объект ҫинче хĕрӳ ĕҫ пырать.  Ҫулталăк пуҫламăшĕнче пурĕ те 49 объект ҫеҫ пурнăҫа кĕртме палăртса хăварнă пулнă.  Экономика лару-тăрăвне тишкернĕ хыҫҫăн, тепĕр пиллĕкĕшне йышăнса хăварнă пурнăҫа кĕртме.  Вĕсенчен пĕри хальхи вăхăтра экспертиза тухать. Палăртнă тăрăх, уйăх хушшинче ыйту уҫăмланасси те куҫкĕретех», -  тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

Пĕтĕмĕшле кăҫал наци проекчĕпе ĕҫлеме пурĕ 2,6 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  Вăл укҫа-тенкĕрен федераци хыснинчен – 820 млн тенкĕ куҫать.  Ҫулталăк вĕҫлениччен пурĕ 72 ҫухрăм ҫула тирпейлесе сарма тĕллев латнă. 2,4 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула тĕпрен реконструкцилеме плана кĕртнĕ.  Ҫулсем таврашĕнчи лаптăксене ҫутăпа тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех, вăл тĕллевпе 32 ҫухрăм ҫула тирпейлесе хăтлăлатма план тунă.

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан транспорт аталанăвĕпе ҫыхăннă ыйтусене те тарăн сӳтсе явнă.  Ертӳҫĕсем Шупашкарти аэродрома реконструкцилессипе ҫыхăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă.  «Шупашкар – Сăр» автомашина ҫулне федераци пурлăхне куҫарасси ыйту та кун йĕркинчех тăнă.   Кунсăр пуҫне вĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче  федераци программисем пирки те чарăнса тăнă, вĕсене регионта пурнăҫа кĕртессине, кĕперсене хута ярассипе ҫыхăннă  ыйтусене уҫăмлатнă, проектпа смета ĕҫ хучĕсене пурнăҫа кĕртесси пирки те, вĕсене тĕплĕн хатĕрлемелли ҫинчен те  канашланă.

Фоторепортаж



09 июня 2020
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter