Ыркăмăллăх – вĕсен тивĕçĕ
Ватă тата хевтесĕр çынсем, йывăр лару-тăрăва çакланнисем, шăпах та, социаллă ĕçченсенчен пулăшу кĕтеççĕ. Апат-çимĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне çак тытăмра тарăшакансем аслă ăрури çынсемшĕн çывăх тус-юлташ та пулса тăраççĕ. Уява пăхмасăр, паян та вĕсем ĕçе васкаççĕ. Пулăшу кÿресси вĕсемшĕн яланах пĕрремĕш вырăнта, ыркăмăллăх вара – вĕсен тивĕçĕ.