Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑ­самӑр!

Чӑваш Енри почта отраслӗ 300 яхӑн почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмне пӗрлештерсе тӑрать, вӗсенче 3 пин ӗҫчен вӑй хурать.

Коронавирус инфекцине сарӑлма чарас тӗллевпе йышӑннӑ чарусем вӑйра тӑнине пӑхмасӑр, хӑйсен ӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр та тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан тата республикӑри халӑха почта пулӑшӑвӗпе сервисӗн мӗнпур тӗсӗпе туллин тивӗҫтерекен почтальонсемпе операторсене, сортировщиксемпе водительсене чунтан тав тӑватӑп. Эсир ҫине тӑрса тӑрӑшнипе республикӑра хаҫатсемпе журналсен тиражӗсем сыхланса юлаҫҫӗ, ҫырӑнса илекен кӑларӑмсен шучӗпе Чӑваш Ен тӑтӑшах малти вырӑнсене йышӑнать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, пенси илекен ҫынсене тивӗҫекен социаллӑ тӳлевсене вӑхӑтра тата шанчӑклӑн ҫи­терсе панине уйрӑммӑн палӑртса хӑварас тетӗп.

Ҫӗнӗ шухӑш-тӗллеве пурнӑҫлас ӗҫре пурсӑра та ырлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп. Сирӗн ӗҫӗрсем яланах ӑнса пыччӑр тата малашлӑха ҫи­рӗппӗн шанса тӑрӑр!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан               Олег Николаев



10 июля 2020
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter