Олег Николаев хушнипе республикӑра ҫӳп-ҫап турттарнӑшӑн тӳлемелли хака ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ

По поручению Олега Николаева пересмотрена плата за вывоз мусора для населения республики Утă уйăхĕн 10-мӗшӗнче Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ĕҫтешĕсен ларăвĕ иртнĕ.

 Коллегин членӗсем йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе «МВК «Экоцентр» ТМЯО  ыйтакан регионти операторӑн тарифне кубшӑн 382,30 тенкӗ палăртса хăварнă.

Лару итогӗсем тӑрӑх йышӑннӑ тарифсем официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗреҫҫĕ.

- хуласем валли - уйӑхне 62,76 тенкӗ,

- ял халӑх пурӑнакан вырӑнсемшӗн - 50,02 тенкӗ ҫынран уйӑхне.

Ку вара ҫӳп-ҫап турттарнӑшӑн 20 процент тӳлев ӳсменнине ҫирĕплетет.

Ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев йăлари хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн хаксене пысăклатма юраманнине асăрхаттарса хăварнă. Ыйтăва ҫийĕнчех уҫăмлатма хушнă.  

Чӑваш Ен Строительство министерстви 2020 ҫулта утă уйăхĕн 3-мӗшӗнче Чăваш Енре  ТКО вӑтам калăпăшĕ 88,98 кг/куб.м. виҫепе  танлашнине хыпарланă.

 Йышӑннӑ тарифсем республикăра пурăнакансемшĕн витĕмлĕ. Ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.

Республикăра пурăнакан çынсем регион операторĕ çӳп-çап пухнăшăн тӳлемелли ятсăр-шывсăр квитанцисем ярса пани, çавăн пекех çуртсăр-йĕрсĕр çĕр лаптăкĕсемшĕн те укçа илни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева социаллă сетьсем урлă та, тĕлпулусенче те пĕр хутчен çеç мар пĕлтернĕ.

Олег Алексеевич ыйту çивĕчлĕхне ăнланса яваплă органсем умне ăна вăраха ямасăр татса пама тĕллев лартнă.

«Хула ҫыннисен  йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе пуҫтарăнакан тӳлевсен хакĕ 39 пус чухлĕ чакнă пĕрремĕш ҫур ҫулхи кăтартусемпе танлаштарсан.  Ял ҫыннисемшӗн пӗчӗк ӳсӗм - 2 тенкӗ те 46 пус. Палăртмалла малтан ҫак виҫене 9 тенкĕ те 90 пус ӳстерме йышăннă пулнă. Кун пек  йышăнăва халĕ пăрахăҫланă», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи Надежда Колебанова.



13 июля 2020
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter