Олег Николаев ҫулсене тытса тӑрас ыйтӑва пысăк тимлĕх уйăрма хушнă

Олег Николаев поручил детально проработать вопрос содержания дорогПаян,  утă уйăхĕн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле 2020 ҫулта пӗрремӗш ҫур ҫул хушшинче Ҫул-йӗр фончӗн бюджет укҫи-тенкипе епле усă курни пирки ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов 2020 ҫулта Ҫул-йӗр фончӗн укҫа калăпăшĕ  5 миллиард 534,8 миллион тенкӗпе танлашни ҫинчен, утă уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне усӑ курнӑ укҫа-тенкĕ калӑпӑшӗ 1 миллиард 71,9 миллион тенкӗпе, планпа пăхса хăварнинчен 19,4 процент нумайрах пулни ҫинчен пӗлтернĕ. Объектсене производство графикӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫул-йӗр ӗҫӗсене пурнӑҫланине заказчикӑн специализациленӗ организацисем строительство тапхăрне, пахалăх шайне, ĕҫ докуменчĕсене тӗрӗслеҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Хӑрушлăхсăр паха ҫулсем" наци проектне пурнӑҫласси пирки калас пулсан, 2020 ҫулта регионти виҫӗ проекта пурнӑҫлама уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2 миллиард 949,6 миллион тенкӗ шутланать. Утă уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне 501 млн тенкӗпе объектсене хута яма тăкакланнă та ĕнтĕ.

Олег Николаев  хăш-пĕр объектсенче ĕҫе вăраха тăсса пурнăҫланине палăртнă.  Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫулсене те, вӗсем патне ҫывхаракан территорисене те тытса тӑрас ыйтӑва тӗплӗн тишкермелле тесе палӑртнӑ. Мĕнпур ҫĕрте тирпейлĕх хуҫаланмалла тесе асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Ҫулсем пирки сăмахланă май, эпӗ сире регламентсем  ăна пӑхса тухма тата ҫулсем ҫывăхĕнчи территорисене ҫум-курăкран тасатса тăма, ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе калатăп. Пирӗн тӗллев - ҫулсене йӗркене кӗртесси, кайран тасатса тирпейлесе тăракан организацисем ҫак йӗркене малалла та пурнăҫа кĕртсе йăлана кĕртсе пыччĕр", - палӑртнă Олег Николаев.

Ларура ҫавӑн пекех 2020 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсем валли потребитель хакӗсен мониторингӗн кӑтартӑвӗсене сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - экономика  аталанăвĕн министрӗ Иван Моторин  кăҫал апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсем: кӗрпе тата макарон изделийӗсем, ҫӑнӑх тата ҫӑкӑр тивӗҫлĕ шайра пулнине хыпарланă.

Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ рынокӗнче  хаксем пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Хаксем  питех хăпарман, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса Иван Моторин.

Олег Николаев  лавккасене ытларах хута ямаллине, вĕсем халăхшăн ҫывăхра пулсан тата тата та аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.  Суту-илӳ ҫаврăнăшĕнче регионти предприятисем тирпейлесе калăпласа кăларакан таварсене ытларах тытмалла, вĕсене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшмалла.  Паха таварсем ҫынсен кăмăлне уҫаҫҫĕ, ун пек чухне вĕсем ытларах та ытларах хăйсене кирлĕ пек таварсене туянма пикенеҫҫĕ.  

Фоторепортаж



13 июля 2020
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter