«М-12» автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ

Канашран Мускава каякан «М-12» тӳлевлӗ автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ. Раҫҫей Правительстви ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртать. Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен проект валли кӑҫалах 150 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» автоҫула тӑвас ыйтупа Татарстанри Елабуга хулинче иртнӗ канашлура каланӑ.

Мишустин Хусана Мускавпа ҫыхӑнтаракан автоҫул пӗтӗмӗшле наци планӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине каланӑ. Вӑл ҫула туни экономикӑна ҫирӗплетме тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнме кирлӗ.

«Укҫана уйӑрма Финанс, Транспорт тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене хушӑпӑр», — тенӗ Мишустин. Проекта пурӗ 650 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн.

Тӳлевлӗ ҫул Улатимӗр, Муром, Арзамас, Сергач, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Канаш тата Тутарстанри Шали урлӑ иртмелле.



https://www.chuvash.org/news/25623.html
13 июля 2020
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter