Кашмашра шкул пулатех

Кашмашра шкул пулатех. Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтупа виҫ-тӑват ҫул каялла хытах шавланӑччӗ. Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) «Youtube» видеохостингра видеочӗнӳ те вырнаҫтарнӑччӗ. Аса илтерер: Кашмашри шкула 1931 ҫулта хӑпартнӑ. Унти ачасене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарма йышӑннӑччӗ.

Шкул тӑвассине тӳре-шара шантарнӑччӗ. Анчах каярах. Халӗ Кашмашра шкул тума палӑртнӑ-палӑртнах. Вӑл 108 вырӑнлӑх пулӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗр ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство организацине палӑртма кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче аукцион иртӗ. Шкул тума 211 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.



https://www.chuvash.org/news/25617.html
13 июля 2020
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter