Раççей шайĕнчи конкурсра финала тухнă

Шупашкарти Кванториумра вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «ИнтЭРА» наукăпа техника конкурсĕнче тупăшаççĕ. Çак ăмăртăва çар инженерийĕпе кăсăклантарас тата Эра çар инноваци технополисĕ валли кадрсем хатĕрлес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пилотсăр вĕçев хатĕрĕсем, космос разведки, тинĕс робототехники — ку енĕпе кăсăкланакан ачасемшĕн интереслĕ те кăткăс тупăшу ку. Çакна Шупашкарти çамрăк инженерсем те çирĕплетме пултараççĕ халĕ.



http://www.ntrk21.ru/video/47089
13 июля 2020
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter