Олег Николаев Чӑваш Енре индустри, агро тата экотехнопарксем тӑвас енӗпе ҫул карттине хатĕрлеме хушнă

Олег Николаев поручил доработать дорожную карту по созданию индустриальных, агро- и экотехнопарков в Чувашии Утă уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев промышленноҫпа агропромышленноҫ паркӗсене, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫланӑ шайра 2024 ҫулччен промышленность технопаркӗсене тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ.

Канашлура Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, ҫавӑн пекех Патӑрьел, Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи проектсене пурнӑҫламалли майсене пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Воробьев палӑртнӑ тӑрӑх, кластер йышши экотехнопарка тӑвас ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ – каяшсене пытарнин шутне чакарасси тата производство процесӗнче иккӗмӗш хут чӗр таварпа усӑ курнин шайне ӳстересси. Пӗрремӗш тапхӑрта каяшсене тирпейлемелли производствӑпа техника комплексӗсене тата иккӗмӗш ресурссенчен туса кӑларакан продукцие ҫӗнетме, иккӗмӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта каяшсене тарӑн тирпейлемелли  ҫӗнӗ уйрӑм площадка тума палӑртнӑ. Унта производствӑсене тивӗҫтермелли энерги туса хатӗрлет.

Александр Воробьев хăйĕн сăмахĕнче, республикӑра "Чӑваш Ен экотехнопаркĕ" Ассоциацийӗ йӗркеленнине хыпарланă.

Чӑваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев ҫавӑн пекех индустри паркӗнче  ыттисем те хăйсен производствине вырнаҫтарма хатӗррине, Шупашкар хулинче пурнăҫа кĕнĕ паркпа юнашар объектсем тӑвасшӑн пулнине те асăнса хăварнă.

Унсӑр пуҫне "Чӑвашторгтехника", "ЧЭАЗ", "Текстильмаш", "Химпром" ПАО "Инноваци НПО"  территорисенче уйрӑм пиллӗк технопарк туса хурас ӗҫ хастар пурнăҫланса пынине те каланă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Агропарксем тума, чи малтанах, агропромышленноҫ комплексӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарма, производство проекчӗсене пурнӑҫламалли, упрамалли, тирпейлемелли тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлесе кăларма лайӑх майсем туса хума палӑртнӑ.

Олег Николаев парксен ҫул карттине кӗске вӑхӑтрах туса хатӗрлеме, хатӗрлев ӗҫӗсене вӗҫлеме хушнă. "Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, эпир ҫулталӑк маларах, 2021 ҫулта, укҫа-тенкӗ уйӑрма пултаратпӑр", – палӑртнӑ вӑл.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине (ИПСЭР) регионăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн шайне ҫӗклеме Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ. Ку программӑна ҫавӑн пекех Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программинче ҫитес пиллӗк ҫул валли, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе Чӑваш Республикинче Экономикăн Аслă канашĕ  йĕркеленнĕ, вăл программа ĕҫне сахал мар витĕм кӳрет.

Фоторепортаж



14 июля 2020
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter