Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫейри Яндекс организаципе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Олег Николаев подписал соглашение о сотрудничестве Чувашской Республики с Яндексом Утă уйăхĕн 14-мӗшӗнче видео-конференц-ҫыхӑну режимӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫейри Яндекс организацийĕн генеральнӑй директорӗпе Елена Бунинапа тӗлпулу иртнӗ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче региона цифра ҫине куҫарассипе пĕрле килĕшсе ĕҫлемелли  ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Килӗшӳ шайӗнче республикӑра "Ветерансемшӗн такси" социаллӑ ҫӗнӗ проекта хута яма тата онлайн-пӗлӗве малалла аталантарма плана кĕртеҫҫĕ.

Сӑмахран, Яндекс республикăра вĕрентекенсене  уроксене онлайн-трансляцисем мелĕпе вĕрентме ятарлă платформа тата ыйтусем пама, хуравсене  автоматика майĕпе тӗрӗслеме условисем туса пама сĕнет. Ҫак сервис патне Чӑваш Республикин 1700 яхӑн вӗрентекенӗ тата 27 пин ытла вӗренекенӗ кĕме те ĕлкĕрнĕ. Халӗ унта кӗҫӗн классем валли программӑсем пур, анчах тепӗр вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа сервис вӑтам звено валли заданисем хушса хума тĕллев лартать.

Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче "Яндекс лицей" анлă сарăлнă.  Ӑна шкул саккинчен пуҫласа программӑламалли никӗсе йĕркелеме пуҫарнă. Пӗлтӗр Шупашкарпа Канашра проект старт  илнĕ. Пӗрремӗш курсран  80 шкул ачи  вĕренсе тухнă. 2020 ҫулта кӗркунне " Яндекс. Лицей" Вӑрнар поселокӗнче уҫма тĕллев лартнă.

2020 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсем тӗллӗн регистрациленме тата "Яндекс. Такси"  ресурспа ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Декларацисем пама налук службисене ҫӳремелле мар. Налук тӳлеме кирлӗ операцисем пурте онлайн "Манӑн налук" хушса ҫырнинче пулаҫҫĕ.

Олег Николаев уйрӑмах 2020 ҫулта нарăс уйӑхӗнче "Яндекс. Куҫаруҫă" сервис регионта анлăн пурнăҫа кĕнине палăртнă. Куҫаруҫӑ  тĕнчери 100 яхӑн чӗлхесем хушшинче чӑваш чӗлхипе те усă курма услови  йĕркеленĕ. Сервис сӑмахсене, текстсене тата веб-страницисене те чӑвашларан вырӑсла куҫарма май парать тата пачах урӑхла чĕлхесене куҫарса пама та витĕм кӳнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ҫавӑн пекех "Яндекс. Лавка" сервиспа усӑ курассипе кӑсӑкланнине палӑртнӑ. "Вырӑнти тавар туса илекенсен продукцине малалла тӑсма" лавкка самай пĕлтерĕшлĕ пуласса шанса каланă.

"Пирӗн килӗшӳри кашни  ĕҫ конкретлӑ кӑтартусемпе палăрма  пулăшччĕр, эпир хамăр енчен тăрăшса ӗҫлӗпӗр", - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Фоторепортаж



14 июля 2020
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter