Чӑваш Ене "Шупашкар" хурал карапӗ килсе ҫитнĕ

Сторожевой корабль «Чебоксары» прибыл в ЧувашиюУтă уйăхĕн 15-мӗшӗнче  Чӑваш Ене чикӗри хурал карапӗ "Шупашкар" килсе ҫитрӗ. Вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн Тинӗс мухтавӗн музейӗ пулса тӑмалла. Республикӑн тӗп хулинчи юханшыв портне карап пырса кӗнипе савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, Раҫҫей Геройӗ  Армийĕн генералĕ Владимир Проничев, Раҫҫей Геройӗ,  генерал-лейтенант Николай Гаврилов, генерал-майор Александр Зиновьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев, Чӑваш Республикин ВМС ветеранĕсен союзӗн председателӗ Владимир Крюковский хутшӑнчӗҫ.

"Шупашкар" хурал карапӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ ҫулхине республика территорине килсе ҫитни - пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ, уйрӑмах пурсăмăра та хавхалантарать. Халӗ пирӗн патриотизм воспитанийӗн музейне кӗске вӑхӑтрах тумалла, ҫитӗнекен ӑрăва историпе тĕпрен паллаштармалла", - тесе каланă хăйĕн салам сăмахĕсенче Олег Николаев.

"Ҫак карап ҫапӑҫу ҫулӗпе иртнӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ пахалӑха куҫать. Вӑл пирӗн ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ӗҫре пулӑшӗ. Сире ҫак уяв ячӗпе саламлатӑп. Республикӑна тӑнӑҫлӑх, ырлӑх, аталану сунатӑп", - тенĕ Раҫҫей Геройӗ Владимир Проничев.

Алексей Ладыков карап-ветерана 2016 ҫулта пăрахăҫланине палăртнă. Ҫулталӑкран  Раҫҫей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн Шупашкар хулин муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарнă. Анчах та карапа Чăваш Ене кӑҫал кӑна регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пулӑшнипе йӗркеленсе  илсе килнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Алӑ пуснӑранпа виҫӗ ҫул иртрӗ, эпир карапа илсе килме пултараймарӑмӑр, мӗншӗн тесен ăна Шупашкара илсе ҫитерме тата хула территорийӗнче музей тума укҫа ҫитеймерĕ. Олег Алексеевич Николаев йышӑну тунӑ хыҫҫӑн акӑ ӗнтӗ карап та кунтах. Халӗ пирӗн умра ҫӗнӗ тĕллев – ҫулталӑкран  кая мар музей уҫмалла", - терӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ.

Регион  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чӑваш Енре карапа илсе килме витĕм кӳрекенсене, ҫамрӑксене ӑс-хакӑлпа патриотла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑнакансене тава тивӗҫлӗ наградӑсем пачӗ.

"Шупашкар" карапа Чӑваш Ен тӗп хулинче Атӑл шывӗ хӗрринче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Пуян историллӗ карап туристсем тата хула ҫыннисем валли  пархатарлă вырăн пулса тăрĕ.

Олег Николаевпа ытти чыслӑ хӑнасем, матроссен ашшӗ-амӑшӗсем карап борчӗ ҫине хӑпарчӗҫ, тĕплĕнрех унпа паллашрĕҫ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн карап ҫинче капитан рубкине, хамӑр ентешӗмӗре Крылов академика халалланă куравсем вырнаҫтарĕҫ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ музей комплексӗ таврашӗнчи территорие тирпей-илем кӗртӗҫ. Пӗчӗк формӑсем, контактлӑ скульптурӑсем, кăсăклă стендсем, лавккасем лартма палӑртнӑ.

Фоторепортаж

Фоторепортаж 2



16 июля 2020
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter