Олег Николаев Ҫӗрпӳ районӗнче "Уй-хир кунӗ - 2020" курава уҫнӑ, муниципалитет аталанӑвӗн планӗсене тишкернӗ

Олег Николаев в Цивильском районе открыл «День поля-2020» и обсудил планы развития муниципалитета Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев утă уйăхĕн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне  ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ.  Унта вăл  «Уй-хир кунӗ – 2020» курава хутшăннă.

Хисепе тивĕҫнисене патшалӑх наградисене панӑ хыҫҫӑн Олег Николаев ял хуҫалӑх техникин тата ӳсен-тӑрансен ҫӗнӗ сорчӗсен куравĕпе паллашнă.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан " Эстет "Компанисен ушкӑнӗ" тулли мар яваплӑ обществӑн производство площадкинче пулнă. Фабрика алӑксем тирпейлесе кăларассипе тимлет. Вĕсен таварĕсене ҫӗршывра кăна мар аякри чикӗсенчи ҫӗршывсенче те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Олег Николаев предприяти ĕҫченĕсене ҫитӗнӳсемпе палăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Владимир Романов гендиректора "Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ятарлă паллăна парса хавхалантарнă.

Патӑрьел салинче ял тӑрӑхӗн администрацийӗпе пӗрле  юрăхсăра тухнă котельнăйне юсасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Патăрьел шкулĕнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн планне сӳтсе явнă, ăна ҫитес пиллĕк ҫулта пурнăҫа кĕртесси пирки канашланă.

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер кашни кун миллиард-миллиард тенкӗ района кĕмесĕр иртнине асăннă, хӑш-пӗр условисене пурнӑҫланӑ чухне ыйтусене татса пама  тăкакланнă пулсан питĕ аванччĕ тенĕ вăл. Вӑл "Чӑваш Свияжскĕ " текен  объект уҫма сĕннĕ. Хулара ярмаркка, этнокультура центрӗ тусан питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрнă май.

Туризм сферине малалла тӑснисӗр пуҫне агропромышленноҫ паркĕ тата хальхи инноваци, тимӗр-бетон изделийӗсен производствине хута яма май пурри ҫинчен пӗлтернĕ. Района аталанма чӑрмантаракан тата пысӑк укҫа-тенкӗ хывма пулӑшакан тӗп йывӑрлӑхсем хушшинче хальхи биологи сооруженийӗсемпе ҫумӑрлӑ шывсене уйӑрса памалли тытӑмсем ҫукки, ҫавӑн пекех ҫӳп-ҫап тӑкакӗсене ҫӗнетме кирлине палӑртнӑ.

"Тасатмалли сооруженисем  пирки калас пулсан, пĕтĕмпех хăвăртан килет. Эпир те пулӑшӑпӑр. Ӑна проект евӗр ҫырса хатӗрлемелле те малалла ĕҫлеме тытăнмалла", - асӑрхаттарнă Олег Николаев. Район администрацийӗн малалла аталану валли начар мар  условисем пур, анчах та вӗсене тепӗр хут тишкермелле, халӑхпа пĕрле сӳтсе явмалла.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан комплекслӑ программӑн татӑклӑ вариантне тепӗр эрнере Экономикăн аслӑ канашӗн ларӑвне тӑратассине аса илтернĕ, унтан ӑна Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне сӳтсе явма ярассине хыпарланă. "Эпир ҫак документа Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетме тата ӑна Чӑваш Республикин аталанӑвӗн халӑх программи теме пултаратпăр. Вăл ҫитес пиллӗк ҫуллӑхра ĕҫлемелли тĕп программа пулать", -  тесе хушса хунă сăмаха Олег Николаев.

Фоторепортаж



16 июля 2020
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter