Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене парса чыслассипе савăнăҫлă пулăм пулса иртнĕ

Олег Николаев вручил Государственные молодежные премии Чувашской Республики2019 ҫул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене парса чыслассипе савăнăҫлă пулăм пулса иртнĕ.

Премисене пурĕ 61 ҫынтан 34-шĕ тивĕҫлĕ пулнă.

 "Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ" ята 29 яш-кĕрĕм илнĕ, наукӑпа техника, производство, вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, культурӑпа искусство, журналистика, сывлӑх сыхлавӗн, тавралӑх хутлӑхне сыхласси, физкультурӑпа спорт ӗҫ-хӗлне, патриотизм воспитанийӗ тата общество юхӑмне аталантарас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн панă вăл хисепе. Премисене пуринчен ытла И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн представителӗсем.  

Команда ӗҫӗ питӗ кирлине палӑртнă Олег Николаев, лауреатсене ҫитӗнӳсемпе чарӑнса тӑма юраманнине, малалла ăнтăлмаллине чĕнсе каланă. "Малалла та хастар та хытă утăмлă пулăр. Сирӗн ҫӗнӗ шухӑш-кӑмӑл пултӑр. Республикăна аталантарса пыма витĕм кӳрекен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем хатĕрлĕр. Халăхшăн усăллă ĕҫсем тума тăрăшăр", - палӑртнӑ вӑл.

Регион ертӳлĕхĕ ҫамрăксене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе тăратма тăрăшать. Шкул ачисемпе студентсене хӑйсен вӑй-хӑватне туллин пурнӑҫлама пулӑшас тесе вӑй хурать.  Тĕрлĕ конкурссем ирттереҫҫӗ, кадр резервне хатĕрлет. "Халӗ  тăтăшах уҫă калаҫусем иртеҫҫĕ. Ҫывӑх вӑхӑтра влаҫ органӗсенче тата Чӑваш Енӗн малта пыракан предприятийӗсенче ĕҫлеме пултаракансен ҫамрӑксене суйласа илмелли питӗ пысӑк тапхӑрсем пулаҫҫӗ", - пӗлтернĕ Олег Николаев.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрлештернӗ командин ертӳҫи Екатерина Коршунова, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин сферинчи премисен лауреачӗ - "Студенческая CHEER DANCE SHOW Лига-Движение " фестиваль конкурсăн проектне хатĕрлекен, Чӑваш Енри хастар ҫамрӑксен ячӗпе Олег Николаева ҫамрӑксене пулӑшнӑшӑн тав тунă. "Пирӗн республика - кашни гражданинӑн хӑтлӑ пуласлӑхне тума май паракан вырăн", - палӑртнӑ вӑл.

Ҫамрӑксен пултарулӑхне ӗненнӗшӗн тав туса Анна Николаева та, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн авторсен коллективӗпе пӗрле "Агровбор" пресс-центр ӗҫленӗшӗн тата "Чӑваш Ен Агровборӗ" информаципе аналитика журналне кӑларнӑшӑн та тав сăмахĕсем каланă.

Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене 1996 ҫултанпа пама йышăннă. 2017 ҫултан пуҫласа Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премине илекенсен йышĕ саккӑртан пуҫласа вуннӑ таран ӳснӗ.  Паянхи куна хисепе тивĕҫекенсен шучĕ 200 ҫынна ҫитнĕ.

Фоторепортаж



16 июля 2020
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter