Олег Николаев Етӗрне районне аталантармалли ҫӗнӗ ҫул-йӗре палӑртнӑ

Олег Николаев обозначил новые направления развития  Ядринского района  Утă уйăхĕн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Етĕрне тăрăхĕнче пулнă. Унта ертӳҫĕсем муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне сӳтсе явнă. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин экономика  аталанăвĕн министрĕн ҫумĕ Олег Моляков, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  депутачĕсем Владимир Иванов, Владимир Офаринов, Валерий Павлов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров, Етĕрне районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Семенов хутшăннă.    

Етӗрне районӗнчи  лару-тӑрупа Александр Семенов тĕплĕн паллаштарнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă.  Сăмах май уйрăм ҫитĕнӳсем пирки те каласа кăтартнă.  Етĕрне тăрăхĕнче ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе производство хăватлă аталанса пынине каланă, условисем ҫителĕклĕ тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Республикин социаллă пуцрнăҫĕпе экономикине аталантармалли Комплекслă программăра Етĕрне районĕн 26 проекчĕ кĕнине хыпарланă вăл. Коммерциллĕ 6 проект пурнăҫа кĕртме те плана кĕртсе хăварнине каланă ертӳҫĕ сăмах май.  Палăртма кăмăллă, вĕсенчен 5-шĕ агропромышленноҫ енĕпе ҫыхăннă.  Пĕтĕмĕшле проектсен калăпăшĕ 3 млрд 448 млн тенкĕпе танлашать.

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов Етӗрне районӗн потенциалӗ пысӑк пулнине палӑртнă.

Паха заводсем халăхăн пурнăҫне лайăхлатма сахал мар витĕм кӳнине те асăннă вăл.

Олег Николаев анлӑ инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫланӑ май  инвесторсене ытларах явăҫтарма май пуррине каланă.

 Сӑмахран, Етӗрне хулин историллӗ пайне юсаса ҫӗнетнӗ чухне хăна ҫуртне хута ярсан аван тенĕ вăл.  "Полимерстрой " ТМЯО иккӗмӗш хут чӗр тавар туса кӑларасси ҫине тимлĕх уйăрсан та паха пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕ.

"Пиллӗк ҫуллӑх программӑна сӳтсе явас ӗҫ тӗрлӗ муниципалитетсенче лайӑхланнине куратпӑр эпир. Ҫак программа пирӗн обществӑн тата Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи чӑн улшӑнусем пуласса ҫирĕплетĕ",  - тенĕ Олег Николаев.

Етӗрне районĕнче  ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Олег Николаев  "Етӗрне "Спирт завочӗ" ТМЯО,  "Полимерстрой" ТМЯО пулнă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕҫсем епле пулса пынипе кăсăкланнă. Муниципалитетри  сахал мар объектсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă.  

Фоторепортаж



17 июля 2020
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter