Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Потребительсен кооперацийĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Потребительсен кооперацийĕн хисеплĕ ветеранĕсем, пайҫисем тата ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫĕршыври коопераци юхăмĕн аталанăвĕн икĕ ĕмĕр ытла тăсăлакан историйĕнче потребительсен кооперацийĕ хăйĕн ҫирĕплĕхне кăтарма, тĕп принципсемпе йăласене упраса хăварма пултарчĕ. Ăнсăртран мар ĕнтĕ кăҫал Чăваш автономийĕн ҫĕр ҫуллăхне кăна мар, Чăвашпотребсоюз ҫĕр ҫул тултарнине те паллă тăватпăр.

Чăваш Енĕн потребительсен кооперацийĕ Раҫҫей Центросоюзĕн тытăмĕнче лидер позицийĕсене йышăнать. 2019 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх Чăвашпотребсоюз регионсен потребсоюзĕсен рейтингĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юлашки ҫулсенче Чăвашпотребсоюз организацийĕсем цифра технологийĕсене ҫине тăрсах аталантараҫҫĕ, пурлăхпа техника базин аталанăвне инвестицисем хываҫҫĕ. Вăйсене пĕрлештерсе эсир тĕп тĕллеве пурнăҫлатăр - ял ҫыннисене паха таварсемпе тата пулăшу ĕҫĕсемпе тивĕҫтеретĕр.

Ҫак уяв кунĕнче сире ырлăх, малашне те ҫитĕнӳсем тума сунатăп! Уяв ячĕпе!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                           Олег Николаев

 



02 июля 2020
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter