Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлани

Раҫҫей Федерацийĕн Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!

Сире службăна йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!

Кăҫал «Пĕрле» девизпа эпир Чăваш автономине туса хунăранпа 100 ҫул ҫитнине уявлатпăр. Сирĕншĕн - икĕ хут уяв.  Шăп та лăп 100 ҫул каялла, Чăваш автономине йĕркелĕнĕ ҫул, 1920 ҫулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш облаҫĕн чрезвычайлă комиссине йĕркеленĕ. Ҫакăн хыҫҫăн ведомство ячĕ темиҫе те улшăннă, анчах тивĕҫ ҫавах юлнă - Тăван ҫĕршыв интересĕсене хӳтĕлесси.

Ятарлă службăн ĕмĕре тăсăлакан историйĕнче пултарулăхăн, хăюлăхпа харсăрлăхĕн ҫутă страници нумай. Мирлĕ кунсенче те, хаяр вăрҫă ҫулĕсенче те патшалăх хăрушсăрлăхĕн органĕсен представителĕсем хăйсен тивĕҫне чыслăн, пурнăҫне хĕрхенмесĕр пурнăҫланă. ФХСăн Чăваш Республикинчи управленийĕн паянхи сотрудникĕсем хăйсен аслă ĕҫтешĕсен ĕҫне чыслăн малалла тăсаҫҫĕ.

Эсир терроризмпа, экстремизмпа, каварлашса преступлени тăвассипе, коррупципе, контрабандăпа кĕрешессипе, экономика тата информаци хăрушсăрлăхне тивĕҫтерессипе ҫыхăннă тĕллевсене ăнăҫлă пурнăҫлатăр. Ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, малашне те ҫитĕнӳсем тума сунатăп.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

 тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                  Олег Николаев



20 июля 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter