Чӑваш Ен муниципалитечӗсене хушма финанс пулӑшӑвӗ парӗҫ

Муниципалитетам Чувашии предоставят дополнительную финансовую помощьПаян, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.    Яланхиллех канашлу видео-ҫыхăну мелĕпе пулнă, унта муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем хутшăннă.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш  ҫумĕ - Чӑваш Ен финанс министрӗ Михаил  Ноздряков федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ кӗтнине, вӗсен пӗр пайне муниципалитет пӗрлӗхӗсене яма палӑртнине хыпарланă.

Чӑваш Ен  Финанс министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи  утă уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне республикăри  районсемпе хуласенче харпăр хăй тупăшĕсене 15 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче чакарнă. Чи пысăк чакару - Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче сисĕнет. Шăпах вĕсене чи малтан финанс пулăшăвне куҫармалла.   

"Федераци  укҫа куҫарма тытăнсанах, тӳрех районсемпе хуласене ҫитерме пуҫламалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Унсӑр пуҫне муниципалитетсенче картиш территорийӗсене тирпей-илем кӗртес тата юсаса ҫӗнетес ӗҫе хушма укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ –  Чӑваш Ен финанс министрӗ Михаил Ноздряков каланӑ тӑрӑх, ку тӗллевсем валли чи малтанах 1,5 миллиард тенкӗ уйăрнă, анчах та муниципалитетсенчен нумайӑшӗ палӑртса хунӑ тӗллеве пурнӑҫламаннипе, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хушнипе ĕҫе тата тепӗр уйӑха тӑснӑ. Контрактаци калӑпӑшӗ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1 миллиард 144,3 млн тенкӗпе танлашнӑ.

Регион ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чӑваш Ен Строительство министерствине палӑртнӑ мероприятисене яланах тӗрӗслесе тӑма хушнӑ.

Утă уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне тупӑшсем тӑрӑх  республикăн пĕрлештернĕ бюджет калӑпӑшĕ 31 миллиард 947 млн тенкӗ,  пĕлтĕрхинчен 8,8% чухлӗ ӳснӗ тенĕ Чӑваш Республикин Финанс министрӗ Михаил  Ноздряков.

"Республикăн харпăр хӑй тупӑшне - 16 миллиард 983 млн тенкӗ калӑпӑшпа пурнӑҫланнӑ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан пирӗн 2,2 % чакнине пӑхмасӑрах ПФО регионӗсем тӗлӗшпе эпир япӑхах курӑнмастпӑр тата 5 вырӑнта тӑратпӑр", - пӗлтернĕ Михаил  Ноздряков.

Республика бюджечӗн тӑкакӗсене 26 миллиард 23 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑкаксен тытӑмӗнче йӑлана кӗнӗ пекех 81% социаллӑ сфера валли куҫнă.

"Бюджета пурнӑҫланин кӑтартӑвӗсем – пирӗн пӗрлехи ӗҫ. Эпӗ пурне те тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма чĕнсе калатăп", - пĕтĕмлетнĕ калаҫăва Олег Николаев.



20 июля 2020
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter