Чӑваш Ен тӗп хулине аталантармалли пиллӗк ҫуллӑх программӑна сӳтсе явас ӗҫе Олег Николаев хутшӑннӑ

Олег Николаев принял участие в обсуждении пятилетней программы развития столицы ЧувашииЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, утă уйăхĕн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин 2020-2025 ҫулсенчи аталанӑвӗн Комплекслӑ программин проектне сӳтсе явас енӗпе йĕркеленĕ анлӑ канашлӑва Шупашкар хулин администрацийĕнче хутшӑннă.

Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, пиллӗк ҫуллӑх программа шайӗнче хула территорийӗнче  инфратытăма аталантарма витĕм кӳрекен 87 проекта пурнăҫлама пăхса хăварнине, вĕсене валли  50 миллиард тенкĕ тăкаклама тĕллев лартнине хыпарланă.

Сывлӑш гаваньне юсаса ҫӗнетес тата виҫҫӗмӗш транспорт ҫур ункине тӑвас енӗпе тӑвакан проектсем  тĕп хулашăн чи пысӑк тата ҫивӗч шутланнине асăннă вăл. Ку ыйтусене регион тата федераци шайӗнче пулӑшнипе кӑна татса пама пулать тесе каланă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

Пысӑк финансран ҫул-йӗр инфратытӑмӗн объекчӗсене тӑвас, юсаса ҫӗнетес, картишсене, общество территорийӗсене тирпей-илем кӗртес, сооруженисене тата ытти ӗҫсене пурнӑҫлас енĕпе тӗллевсене пурнӑҫлама палӑртнӑ.

"Эпир Атӑл ҫинче пурӑнатпӑр, унпа усӑ курмаллах. Туристсене тӑтӑшах турттарассине аталантарасси ҫинчен сӑмах. Пӗлтӗр Шупашкар ҫыранне 50 пин ытла турист тухнӑ. Унтан та ытларах пулма пултарать", - пĕлтернĕ Алексей Ладыков, пиллӗк ҫуллӑх программӑра Мускав тата Хусан ҫыранне юсаса ҫӗнетес енӗпе проектсем хатӗрлени ҫинчен  те каласа хăварнă.

Комплекслӑ программа пайӗнче ҫавӑн пекех хулан 98 коммерци проектне 94 миллиард тенке шута илнӗ. Вӗсен шутне "Трактор завочӗсем", "АККОНД" АО, "ЭЛАРА" тата Чапаев ячӗллӗ завод производствине ҫӗнетес тата анлӑлатас енӗпе проектсем кӗнӗ.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Думин депутатӗсем Анатолий Аксаков, Алена Аршинова, Леонид Черкесов тата ытти экспертсем  хулана аталантарассипе йышăннă проектсене пысăк хак панă. Программа чăнласах та, халăхăн пурнăҫне ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳрессе палăртнă.

"Регионсен аталанӑвӗн Пӗтӗм тӗнчери центрӗ" АХО тӗп директорӗ Игорь Меламед палӑртнӑ тӑрӑх, чылай ĕҫ пурнӑҫланать, мӗншӗн тесен: «Республика ертӳлӗхӗ программӑран хӑвӑртрах пырать", -  тенĕ вăл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пӗтӗмлетӳ тунӑ май программӑна ӗҫе кӗртекенсене пурне те тав тунă тата пӗтӗмӗшле илсен хула территорине аталантармалли комплекслӑ курӑм пулнине палӑртнă. Ҫавӑн пекех вӑл  паянхи пурнăҫ таппинче республика умӗнче тӑракан тĕллевсем пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсем тума пулăшакан майсемпе паллаштарнă.

"Ман шутпа, программӑна самаях лайӑх хатĕрлесе ҫитернĕ. Пӗтӗмӗшле асӑннӑ программӑра территорисене комплекслӑ аталантарма чылай ĕҫ пăхса хăварнă. Кунта комплекслӑ аталану шайӗнче пурӑнмалли хваттерсене, социаллӑ, культура учрежденийӗсемпе тивӗҫтермелли инфратытӑма аталантарма тата, паллах, пачах ҫӗнӗ стандартсемпе тивӗҫтермелли инфратытӑма  вăй илтерме палӑртнӑ", – тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Фоторепортаж



21 июля 2020
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter