Олег Николаев "ЭКРА" НПП производствипе паллашнӑ

Олег Николаев ознакомился с производством НПП «ЭКРА»Утă уйăхĕн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев "ЭКРА" наукӑпа производство предприятине ҫитсе курнӑ, унти ĕҫсемпе тĕплĕнрех паллашнă. Палăртнă предприяти республикӑри электротехника отрасльӗн тытăмĕнче малта пыраканни  шутланать. Унăн кăтартăвĕсем ыттисемшĕн паха тĕслĕхре.

Предприяти хальхи микропроцессор аппаратурине туса хатӗрлессипе ĕҫлет. Тирпейленсе тухакан таварсене "Россети" ПАО, "ФСК ЕЭС" ПАО, "РусГидро" ПАО, "Концерн Росэнергоатом" АО, "Газпром" ПАО, "Транснефть" ПАО  хапăл тусах йышăнать.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан предприятийĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă май,  тӗрӗслев участокӗсене пӑхса тухнă, таварсен пахалăхне курса хакланă. Организацийĕнче тăрăшакансем ҫавӑн пекех ӑна наукӑпа тӗпчев  туса хатӗрлемелли условисемпе паллаштарнă.

"ЭКРА" НППĕн цифра подстанцийӗсем енӗпе  ĕҫлеме проектсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ опыт пур. Пӗлтӗр  И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн базинче тивӗҫлӗ специальноҫсене хатӗрлес тӗллевпе асӑннӑ направленипе электроэнергетикӑри вӗренӳпе практика лабораторийӗ уҫӑлнӑ.

Паян предприятинче ҫавӑн пекех энергетика хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтăвĕпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Олег радиоэлектронлӑ аппаратурӑпа прибор монтажникне Нина Ивановăна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчĕн Тав ҫырăвĕпе чысланă.

"Предприяти умӗнче пысӑк  тĕллевсем тӑраҫҫӗ. Кунта социаллӑ политика енĕпе курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ. Аслă вĕренӳ учрежденийĕсемпе те предприяти тачă ҫыхăнура.  Специалистсене хушма пĕлӳпе тивĕҫтересси ҫине те пысăк тимлĕх уйăрать предприяти.  Паллах, хам республика ертӳлĕхĕ тивĕҫĕсене пурнăҫланă май,  пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырасси – кулленхи ыйту пулса тăрать.  Малалла та ҫитĕнӳсемпе палăрма тăрăшса ĕҫлемелле», - тесе каланă хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Фоторепортаж



21 июля 2020
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter